Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » «Район центрĕн сăнне пăсаççĕ»

21 апреля 2021 г.

Çапла каласа пачĕ район хаçачĕн редакцине шăнкăравланă май ĕç ветеранĕ, Муркаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ Валериан Краснов. Сăмах Муркашри Октябре 50 çул урам пирки пырать. Ку вăл район центрĕн тĕп урамĕ. Çакăнти нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнчи карта-хÿме чылай çĕрте çĕрĕшсе ванса е чалăшса пĕтнĕ.

«Муркаш - район центрĕ. Кунта çынсем йышлă килсе çÿреççĕ. Çак хăрăк карта-хÿме çумĕпе тротуарпа куллен çĕршер çын утса иртет. Мĕн тесе пăхаççĕ-ши вĕсем ку йĕркесĕрлĕх çине? Çакăн пекки пире ниепле те чыс тума пултараймасть, уяв кунĕсем умĕн те пулин юсама палăртаççĕ-ши вĕсене?» - тесе ыйтать вулакан.

Муркаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Андрей Мясниковпа çăхăннă май, çавна пĕлме пултартăм. Сăмах ку карта-хÿмесене юсасси е çĕнĕрен тăвасси пирки пымасть. Çывăх вăхăтрах вĕсене пăсса территорисене тирпейлеме тивет. Мĕншĕн тесен ку участоксенче çынсем йăрансем туса хăйсем валли тĕрлĕ çимĕç çитĕнтереççĕ. Участоксене никам та регистрацилесе харпăрлăха çирĕплетмен. Апла пулсан ку участоксемпе усă курни саккунсăр пулса тухать. Енчен те асăннă çĕр участокĕпе саккунлă усă курас тесен малтанах ăна регистрацилесе харпăрлăха çирĕплетмелле пулать. Ун чухне вара участок таврашĕнчи хÿмине те çĕр участокĕн хуçин тирпейлĕ пăхса-тытса тăма тивет.

«Тÿрĕ ыйту – тÿрĕ хурав» телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42—06.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика