Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха – тĕллевлĕ пулăшу

19 апреля 2021 г.

Халăха – тĕллевлĕ пулăшу

Елчĕк районĕнче ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова пулчĕ. Вăл чи малтанах райадминистрацин пуçлăхĕпе Леонард Левыйпа курса калаçрĕ. Ун хыççăн министр районти социаллă ĕçченсемпе канашлу ирттерчĕ. Унта район пуçлăхĕ Алина Васильева, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, райадминистрацин структура подразделенийĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Пуçтарăннисен умĕнче Елчĕк район халăхне ĕçпе тивĕçтерекен центр ертÿçи Марина Васильева сăмах илчĕ, халăха ĕçпе тивĕçтерес ĕç мĕнле пурнăçланса пыни пирки каласа кăтартрĕ. Хальхи вăхăтра районта ĕçсĕрлĕх шайĕ 0,96 процентпа танлашать, иртнĕ çулхи октябрь уйăхĕнче çак кăтарту 3,3 процент пулнă. Центр пулăшнипе иртнĕ çул 11 çын харпăр хăй ĕçне йĕркеленĕ. Граждансене ĕçпе тивĕçтересси Правительство йышăнакан тĕрлĕ программăпа ăнăçлă пурнăçланса пырать, çавна май ĕçченсем плана вăхăтра тултараççĕ

Социаллă хÿтлĕх пайĕн тата социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçисем Наталья Николаевăпа Евгения Михайлова граждансене 2020 çулта социаллă тĕрлĕ пулăшупа мĕнле тивĕçтерни пирки каласа кăтартрĕç, кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă тĕллевсемпе паллаштарчĕç. Социаллă ĕçченсем иртнĕ çултан пуçланнă коронавирус чирĕ кăларса тăратнă йывăрлăхсене пăхмасăр халăха мĕн пур пулăшупа туллин тивĕçтернĕ, пандеми вăхăтĕнче çак ĕçе ытларах дистанци мелĕпе пурнăçланă.

Ертÿçĕсен отчечĕсене итленĕ хыççăн Алена Елизарова сăмах илчĕ. Вăл «вăрçă ачисене» удостоверени парасси, вăрçă ветеранĕсене тимлĕх уйăрасси мĕнле шайра пулнипе интересленчĕ, Аслă Çĕнтерÿ кунне тивĕçлипе кĕтсе илсе ирттерсе ярас, социаллă пулăшусен тĕсĕсемпе халăха паллаштарсах тăрас тата ытти темăсем тавра калаçрĕ. Палăртма кăмăллă, районта «Вăрçă ачи» удостоверение 2000 çын илме тивĕç пулсан, хальлĕхе 1400-шĕ документа алла илнĕ. Шел пулин те, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисен шучĕ çултан-çул чакса пырать – хальхи вăхăтра районта 4 ветеран-фронтовик анчах пурăнать. Район ертÿлĕхĕ, социаллă ĕçченсем вĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Канашлура Леонард Левый та сăмах илчĕ. Вăл районти социаллă ĕçченсем хăйсен тивĕçне таса та тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăран вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Асăннă тытăм ĕçченĕсем халăхпа иртекен пухусене, ытти тĕрлĕ мероприятисене хастар хутшăннă май ĕçри çĕнĕлĕхсемпе паллаштарсах тăраççĕ.

Е.ПЕТРОВА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: район пуçлăхĕ Леонард Левый, Алена Елизарова министр районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика