Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВĔРИ АПАТ ÇИЕÇÇĔ

09 апреля 2021 г.

Районти вĕренÿ учрежденийĕсенчи 1-4 классенче 595 ача пĕлÿ пухать. Пуçламăш классенче вĕренекенсем пурте тÿлевсĕр вĕри апат çиеççĕ. Çак тĕллевпе патшалăх 2629 пин тенкĕ субсиди уйăрнă.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта пулнă май чи малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсене вĕри апат çитерессине мĕнле йĕркеленипе интересленнĕ. Иртнĕ çулхи юсав хыççăн шкул столовăйĕ çутă та хăтлă, сĕтел-пуканпа оборудованисем те çĕнĕ. Поварсемпе, педагогсен коллективĕпе тата шкул ачисемпе апат пахалăхĕ пирки калаçнă май вĕренекенсем хăйсене тутлă та техĕмлĕ çитернине пĕлтернĕ.

Çавăн пекех Леонард Васильевич «Ÿсĕм вырăнĕ» классене, спортзала кĕрсе курнă. Федерацин «Хальхи шкул» проекчĕн «Вĕренÿ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн шкул 837 пин тенкĕлĕх оборудованипе пуянланнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика