Шальтямское сельское поселение Канашского района ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялсенче культура ҫурчĕсем ҫĕнелеҫҫĕ.

02 апреля 2021 г.

Ялсенче культура ҫурчĕсем ҫĕнелеҫҫĕ.

Канаш районĕнчи Ҫĕнĕ Шелттем ялĕнче Культура ĕҫченĕн кунне анлăн паллă тунă.Ял ҫыннисене тата культура ĕҫченĕсене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» партин «Тăван ен культури» регионти проекчĕн координаторĕ Юрий Зорин пынă. Ҫĕнĕ Шелттем культура ҫуртĕнче 150 вырăнлă хăтлă зал, счена, киноэкран пур. Библиотека вырнаҫнă, унта кĕнеке илсе вулама ҫеҫ мар компютерпа усă курмашкăн вĕренме те пулать. Фойере тĕрлĕ курав ĕҫлет. Клубра фото тата видеостуди пур.

Ҫĕнĕ Шелттемри культура ҫуртне ку тăрăхри пилĕк ялтан ҫӳреҫҫĕ. Кунта час-часах тĕрлĕ мероприяти йĕркелеҫҫĕ.

Чăваш Енре хута каякан культура ҫурчĕсенчи пурнăҫ вĕресе тăтăр тесе «Пĕрлĕхлĕ Раҫҫей» кадр ыйтăвне те татса пама тăрăшать. Ялсенче культура  ĕҫченĕсем кирлине шута илсе  федераци шайĕнче  «Земство культура ĕҫченĕ» программа йышăннă. Ялсене культурăна ҫĕклеме каякансене пĕрер миллион тенкĕ параҫҫĕ.

Первоисточник: Канаш ен

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике   
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429324, Чувашская Республика, Канашский район, д. Новые Шальтямы, ул. Спортивная, д. 2
Телефон: 8(83533) 62-5-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика