Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă кÿршĕ

31 марта 2021 г.

Ырă кÿршĕ

Пирĕн кÿршĕ – Светлана Николаевна Чернова ĕçчен, тĕлĕнмелле ырă кăмăллă та тараватлă çын. Йывăр вăхăтра яланах пулăшу аллине тăсса пама та хатĕр. Вăл пирĕншĕн тăван пекех хаклă. Хисеплетпĕр эпир ăна, юрататпăр.

Вăй питти çулĕсене çăмăл мар ĕçре – хуçалăх производствинче, нумай çул пăру пăхаканра, дояркăра ĕçлесе ирттернĕ, халĕ вара – тивĕçлĕ канура. 70 çула хыçа хăварчĕ пулин те кăмăл-туйăмĕпе анчах мар, сăн-сăпачĕпе халĕ те маттур, çамрăк тăрать. Вăл тирпейлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ те. Куç ан ÿктĕр, малашне те çаплах пултăр. Тата нумай çул пĕр-пĕринпе килĕштерсе, савăнса пурăнасчĕ!

Светлана Николаевнăн алли те ылтăн. Вăл чаплă тĕрĕ ăсти пулнине таврари ялсенчи çынсем те лайăх пĕлеççĕ. Ал ăстин пултарулăхĕ вара унра кĕçĕн классенче вĕреннĕ чухнех тĕвĕленнĕ. Малтан амăшĕ кĕнчелепе çăм арланине сăнанă вăл, ун хыççăн хăй арлама вĕреннĕ. Çапла майпа ытти тĕрлĕ ал ĕçне те хăнăхса пынă: чĕнтер çыхнă, тĕрĕ тĕрленĕ… Фермăран епле ывăнса таврăннине пăхмасăр, килти хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхне пуçтарнă, çемьене апатлантарнă хыççăн тĕрлеме ларнă. Савăнса, юрла-юрла пурнăçланă вăл çак ĕçе.

– Алла йĕп тытман кун иртмен, чăнах, – тет вăл.

Светлана Чернова ĕçре те малтисен ретĕнче пулнă. Илемлĕ çипсемпе усă курса çыпăçуллă та пĕр тикĕс тĕрленĕ стена çине çакмалли кавирĕсемпе вырăн çи виттийĕсене, минтер пичĕсемпе алăк каррисене, трельяж кĕленчисене илемлетме хуракан салфеткисене т. ыт. япалисене Курнавăш ял тăрăхĕнче тĕрлĕ уявсенче йĕркелекен куравсенче нумай хутчен курса савăннă ĕнтĕ. Çуткÿлти шкулта та унăн алă ĕçĕнчи пултарулăхĕпе ачасене чылай паллаштарнă.

Алă ĕçĕ уншăн халĕ те чун киленĕçĕ. Тивĕçлĕ канури хĕрарăмăн, уйрăмах хĕллехи вăхăтра, çакăн валли вăхăчĕ тата ытларах. Каламасăрах паллă, хăйсен капмар çуртĕнчи кашни пÿлĕм тĕрĕпе тулнă. Вĕсем улăштарса карма-çакма та çитеççĕ, чылайăшне рамкăсене вырнаçтарса стенасем çине çакнă. Ытарайми, куçа илĕртекен тĕррисене çак çулсенче тата кама анчах парнелемен-ши; Ăна вăл шутласа та кăлараймĕ.

Районти ялсенчи фольклор ушкăнĕнче юрлакансем те, пĕр-пĕринчен илтсе, юлашки çулсенче Светлана Николаевна патне тăтăшах саппун-тутăр тĕрлеттерме çÿреççĕ.

– Алли пит çыпăçуллă, тĕрри яка – шăрçа пек, – теççĕ пурте.

Черновсен хушма хуçалăхĕ те çирĕп. Сурăххи-качаки, чăххи-чĕппи – пурте пур. Кил хуçи – Гурий Иванович та çурт-пуç çынни, ĕмĕрĕ тăршшĕпех кил-çурт ырлăхĕшĕн вăй хучĕ, пур çумне пур турĕ. Александр ывăлĕпе Наташа хĕрĕ ашшĕпе амăшĕшĕн пысăк тĕрев. Вĕсем çемйисемпе яла килсен пысăк çурт та тулса ларнăн туйăнать, 4 мăнукĕ пĕринчен тепри маттур, ăста пуплеме, асламăшĕпе аслашшĕне, кукамăшĕпе кукашшĕне савăнтарма пĕлеççĕ.

Р.АВВИНА,
Вырăскасси ялĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика