Новошимкусский ТО Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СĂВАПЛĂ ПРОФЕССИЕ ПАРĂННИСЕМ

31 марта 2021 г.

СĂВАПЛĂ ПРОФЕССИЕ ПАРĂННИСЕМ

Елчĕкри искусство шкулĕнче районти педагогсен профессин ăсталăхне палăртакан, пултарулăхне хаклакан «Чи лайăх социаллă педагог», «Чи лайăх воспитатель», «Чи лайăх класс ертÿçи», «Çулталăкри чи лайăх учитель» конкурссен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç.

Уява пухăннисене район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Павлова, вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн ĕçченĕсем саламларĕç.

Ĕçтешĕсен хисепне, вĕренекенсен юратăвне çĕнсе илнĕ кăçалхи çĕнтерÿçĕсем – Шăмалак шкулĕнчи Надежда Васильева соцпедагог, «Шевле» ача садĕнчи Алена Кочеткова воспитатель, Курнавăшри 11 класс ертÿçи Евгения Корнилова, Çĕнĕ Пăвари вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Архипова.

Искусство шкулĕн преподавателĕсемпе вĕренекенĕсем уява илем кĕртсе савăк юрăсемпе, ташăсемпе савăнтарчĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Васильева, А.Кочеткова, А.Васильева, С.Архипова, М.Павлова, Е.Корнилова

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика