Новошимкусское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВОЛЕЙБОЛ

24 марта 2021 г.

ВОЛЕЙБОЛ

Елчĕкри «Улăп» физкультурăпа спорт комплексĕнче ял тăрăхĕсен командисен волейбол турнирĕ иртнĕ. Хальхинче, хăйсен уявĕ умĕн, хĕрарăмсем тупăшнă.

Тăхăр команда хутшăннă ăмăртăва. Финала вара чи вăйлисем тухнă: виççĕшĕ те – пĕлтĕрхисем. Çапах та ун чухне йышăннă вырăнпа пурин те улшăнма тивнĕ. Аслă Елчĕксен /юлашки çулсенче хĕрарăмсен ăсталăхĕ ÿссех пырать/ 3-мĕш кăтартăвĕ те пысăк утăм.

Кубокшăн пынă тĕп вăйă вара питĕ хĕрÿ иртнĕ. Малтанхи ăстрăмра Елчĕксем Курнавăшсене пысăк шутпа парăнтарнă. Тепринче, пĕр тан кĕрешÿре, хăнасем çĕнтернĕ. Юлашки тапхăра та вĕсем 17:15 шутпа «туртса» илме пултарнă, кубока тивĕçнĕ.

Турнирта уйрăм номинантсене – Ирина Плотниковăна /Елчĕк/, Марина Немцевăна /Аслă Елчĕк/, Алина Пайминăна /Курнавăш/ палăртнă. Кристина Бобровăпа /Курнавăш/ Елена Портнова /Елчĕк/ «Единая Россия» партин вырăнти уйрăмĕн парнисене тивĕçнĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика