Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă сетьри уçă калаçу

19 марта 2021 г.

Социаллă сетьри уçă калаçу

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев массăллă коммуникаци мелĕсемпе анлăн усă курать. Нумаях пулмасть вăл республикăра пурăнакансемпе социаллă сетьсем урлă çыхăнса «тÿри лини» йĕркеленĕ. Олег Николаев çакна çынсемпе хутшăнмалли, вĕсене пăшăрхантаракан ыйтусене татса памалли чи лайăх мел тесе хакланă.

Калаçу шкулсем тăвассинчен пуçланнă. Мĕншĕн тесен республикăра хальхи вăхăтра 8 пине яхăн ача çав-çавах икĕ сменăпа вĕреннине шута илсе тĕп хулан Университет, Сад, «Лента» микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеçре кăçалах шкулсем тума тытăнассине пĕлтернĕ вăл. Унсăр пуçне, 5 çул хушшинчи тапхăрта кивелнĕ шкулсене /50 процент ытла/ паянхи пурнăç стандартне тивĕçтермелле реконструкци тума палăртни çинчен чарăнса тăнă. Çак тĕллевсене пурнăçлама кăçал 1,3 миллиард тенкĕ пăхса хăварнă, ача сачĕсене юсаса çĕнетме 800 миллион тенкĕ уйăрнă.

Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе, çав территорисене инфратытăмпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та регион ертÿçи туллин хуравланă.

Ĕçлекен пенсионерсемшĕн савăнăçлă хыпар: Олег Алексеевич Раççей Президенчĕ çитес çул пуçламăшĕнчен вĕсен пенсийĕсене те индексацилеме тытăнма хушни çинчен пĕлтернĕ.

Нумай çынна хуçасăр çапкаланчăк йытăсен ыйтăвĕ те пăшăрхантарать. Тÿрĕ эфирта регион ертÿçи анчăксене ĕлĕкхи пек тытса утилизацилеме юраманнине палăртнă. Вĕсем валли муниципалитетсен пĕрлехи приючĕсене тума йышăннă, çакăн валли республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çав вăхăтрах Олег Николаев йытă усракансен хăйсен те яваплăха ăнланма кирли çинчен каланă.

Мускав вăхăчĕ Чăваш Еншĕн меллех маррине пĕлтерекенсен ыйтăвне хуравланă май вăл çуллахи-хĕллехи вăхăта тавăрни вырăнсăррине татăклăн палăртнă. Апла пулин те тĕп хуларан пĕр сехет малта пыракан Ульяновск облаçĕн тĕслĕхне тишкерессине, ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе сÿтсе явасси, халăх шухăшне шута илесси пирки каланă.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тÿрĕ эфирта 1,5 сехет пулнă. Пĕтĕмĕшле ăна 2000-е яхăн ыйту панă. Уçă калаçăва 22 пин ытла çын курнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика