Территориальный отдел "Моргаушский" Управления по благоустройству и развитию территорий ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Кашни ыйту тимлĕх ыйтать

06 марта 2021 г.

Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче район центрĕнчи Культура  тĕнче ял тăрăхĕн депутачĕсен уçă ларăвĕ иртрĕ. Пухăва уçса малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Мясников иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетсе тата малашлăха палăртса тĕплĕ отчет туса пачĕ. Ăна сÿтсе явма ял çыннисем, вырăнти депутатсем активлă хутшăннипе пĕрлехи  калаçу ĕçлĕ иртрĕ.

Муниципалитетйĕркеленĕвне пилĕк ял кĕрет. Вĕсенче пачнхи куна 4592 çын пурнăть. Ял тăрăхĕнче нумай ачаллă çемьесем 115 шутланарççĕ. Пĕлтĕр «çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе  тивĕçтересси» программăпа 6 çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатма патшалăх   пулăшăвне 3 миллион та 213 пин тенклĕх илнĕ. Кăçал ял тăрăхĕçак  ĕçе малалла тăсас тĕллевлĕ. Хальхи вăхăтра пулăшупа тивĕçтерме 7 çемье учета илнĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕччен пурăнакансене, пĕчĕк тупăшлă тата ăнăçсăр çемьесене учета илнĕ.

Ял тăрăхĕн администрацийĕ гражданпа оборонăпа тата чрезвычайлă   лару-тăру хÿтĕлĕвĕпе тĕллевлĕ ĕçленĕ.   Пушар хăрушсăрлăхне малти вырăна кăларнă. Ирĕке кайнĕ вут-çулăмра тата шыв çинче çынсене çухатассинчен сыхланса чылай инструктаж ирттернĕ. Апла пулин те итрнĕ çул ял тăрăхĕнче 7 пушар пулнă.

Пурăнăçпа тан пыма тăрăшакан ял çыннисен харпăрлăхĕнче автотранспорт хисепĕ ÿссе пыни çулсен пахалăхне лайăхлатма ыйтать. 5 ялти çулсене пăхса тăма 2020 çулта ял тăрăхĕ 410 пин те 519 тенкĕ усă курнă.

Пуçарулăх бюджечĕн мелĕпе усă курса пĕлтĕр Çурлатринче Молодежная урамра  500 метр, Коммунальная урамра 245 метр, Речная урамра 455 метр çул юсанă. Çакна валли  2593960 тенкĕ тăкакланă. Çулсене юсассипе шаптак ялĕнчи Центральная урамра 589270 тенкĕлĕх (350 метр), Муркашри Чапаев урамĕнче 276678 тенкĕлĕх (140 метр), ĕçсем  пурăнăçланă. Шаптакри Новая тата Заречная урамсенче 180 метр тăршшĕ автомобиль çулне юсама вырăнти бюджет укçи-тенкине 370089 тенкĕ усă курнă.

Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине халаласа ялсене 100-шер пин тенкĕ укçа уйăрса панипе 5 ялта та тирпей-илем кĕртессипе ĕçсем  пурăнăçланă. Уйрмнă  илсен Малиновкăра çăл йĕркене кĕртнĕ, уй хапхисем юсанă, канмалли вырăн валли беседка тунă. Çĕньял-Муркашра спорт лапамĕ йĕркеленĕ. Çурлатринче хапха тунă тата çăлкуç патĕнче тирпей-илем кĕртнĕ. Шаптакра «Пур-шу» çăлкуç патĕнче канмалли вырăн, Муркашра Учительская  урамра пĕрле пухăнса канмалли вырăн тунă.

Уйрăм сăмах Çĕнтерÿ паркĕ пирки. Кунта «Çĕнтерÿ паркĕ» обществăлла территорие тирпей-илем кĕртессии» проектпа пĕлтĕр 7007059 тенкĕлĕх ĕç  пурăнăçланă. Иртнĕ çул парк территорине  пурăнăçланă тирпей-илем кĕртессин 1-мĕш этапĕ вĕçленнĕ. Юлнă ĕçсене кăçал Çĕнтерÿ кунĕ тĕлне вĕçлеме палăртаççĕ.

Урамсене электричество хунарĕсемпе çутатассипе те пĕлтĕр курăмлă ĕçсем туса ирттернĕ. Хунарсем вырнаçтарма тата вĕсене пăхса тăма 339711 тенкĕ уйăрнă. Энерги перекетлекен хунарсемпе лампăсене 189030 тенкĕлĕх туяннă.

Ял тăрăхĕн аталанăвĕ вырăнти бюджетран нумай килет. Иртнĕ çул ăна ял тăрăхĕ тупăшсем енĕпе 22446 пин тенкĕлĕх пурăнăçланă. Вăл шутран 5 миллион тенке яхăн – хăйсен тупăшĕ.

Çулталăк хушшинче ял тăрăхĕнче вырăнти  лару-тăрăва кура экологи субботникĕсем иртернĕ. Çакă ялсен хăтлăхне ÿстерме пулăшни пирки те ларура ăнлануллă калаçу пулчĕ. «Тавралăха тирпей-илем кĕртессинче çынсем активлă хутшăнни те пĕлтерĕшлĕ. Вăрмана  çÿп-çап кайса тăкни хамăр ене илем кÿменнине кашнин  ăнланма вăхăт. Кашни ялтах çÿп-çап пуçтармалли контейнерсем пуррипе туллин усă курмалла», - терĕ А.Мясников. Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем  тăрăшнипе пĕлтĕр «Астăвăм сачĕ» акцие хутшăнса 37 туя лартса хăварнă.

Ял тăрăхĕ кăçал та патшалăх пулăшăвĕпе анлă усă курас тĕллевлĕ.     Ку вăл Ленин урамĕнче (26,28,30 номерлĕ çуртсен), Хĕрлĕ лапамра (4 тат 6 номерлĕ çуртсен), Парк урамĕнче (1,3,3а,5, 5а номерлĕ çуртсен), Октябрь 50 çул урамри (10,12,14  номерлĕ çуртсен) картишĕсене тирпей-илем кĕртме, Çĕнтерÿ паркне хăт кĕртес ĕçе вĕçлеме палăртнă. Кунпа пĕрлех ял тăрăхĕнчи пур урама та çутатассине модернизацилеме пăхнă. «Формирование современной городской среды на территории Моргаушского сельского поселения Моргаушского района Чувашской Республики» муниципалитет программине пурнăçласа 2018-2024  çулсем валли район центрĕнчи тĕп лапама  тирпей-илем кĕртме  проектпа смета документацине хатĕрлесе çитермелле. Ял тăрăхĕн чиккисене çирĕплетесси, генеральнăй плана тишкерсе çĕнетесси те çывăх вăхăтри кун  йĕркинче тăраççĕ.

Район центрĕнчи Культура çуртĕнчи «Муркаш» фольклор ансамблĕ, ветерансен халăх хорĕ тата Çурлатри  клубĕнчи «Çеçпĕл» эстрада ансаблĕ ял тăрăхĕнчи культура пурнăçĕ пĕр  вырăнта тăманни прики калать.

Тĕл пулăва район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш  çумĕ Алексей Матросов хутшăнчĕ. Вăл ял тăрăхĕн аталанăвне районта пурнăçланă ĕçсемпе танлаштаруллă çутатса хак пачĕ. «Ĕçлени курăнать, анчах ума лартнă тĕллевсене туллин пурăнăçлама тимлĕрех пулни те пăсмасть. Патшалăх пулăшăвĕ паян пур енлĕ. Ял тăрăхĕнче пурăнакансене  пĕр чăмăра пулса ĕçлесен çеç унпа туллин усă курма май пулĕ», - терĕ Алексей Николаевич.

Ĕçлĕ пухура  иртнĕ çул Шаптакри плотинăна тасатасси-тирпейлессипе хускатнă ыйту тепĕр хут çĕкленчĕ.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика