Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЧР Минебену Алимовăна 100 çулхи юбилейпе саламланă

19 марта 2021 г.

ХАЛЬХИ вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕр ĕмĕр тултарнă тăватă ватă пурăнать. Çак кунсенче çеç Хирти Пикшикри Минебену Салахутдиновна Алимовăна та ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владислав Красновпа ял тăрăхĕн депутачĕ Наил Вахитов 100 çул тултарнă ятпа саламланă, сумлă юбилей ячĕпе Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Рудольф Селивановăн саламлă открыткисене çитернĕ, хисеплĕ ватăна çĕршывшăн йывăр тапхăрсенче ырми-канми тăрăшнăшăн чун-чĕререн тав тунă. Сăмах май каласан, вăрăм ĕмĕрлĕ Минебену аппан пурнăçĕ ансат та çăмăл иртмен. Çемьере пилĕк ачаран пĕр ăна Турă çирĕп сывлăх та, вăрăм кун-çул та пилленĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче кинемей выçлăхне те, çуклăхне те, вăрçăн синкерлĕ тапхăрĕсене те чăтса ирттернĕ. Анчах нихăçан та пуçа усман. Вăл ялта аслисемпе тан вăрман касма та çỹренĕ, "Хусан-Пăва" чукун çула, вăрçă вăхăтĕнче тăшмантан хỹтĕленмелли чикĕсене тунă çĕре те хутшăннă. Вăрçă хыççăн та ĕç паттăрĕ хуçалăхра хăйĕн хастарлăхне кăтартнă, каярахпа хĕрĕх çула яхăн почтальонкăра ĕçлесе хисеп çĕнсе илнĕ. Çакна паян унăн çемье архивĕнче упранакан парнесемпе Хисеп хучĕсем те çирĕплетеççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика