Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килĕр уява, çуркуннепе савăнма!

18 марта 2021 г.

Килĕр уява, çуркуннепе савăнма!

Пикшикре те Çăварние паллă турĕç. Кану çурчĕ умĕнчи лапама тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе, ялавсемпе илемлетнĕ. Хĕр кÿлепи ăсталаса вырнаçтарнă.

Илемлĕ кĕвĕ чун-чĕрене тыткăнлать. Сĕтел тутлă апат-çимĕçпе, вĕри икерчĕпе тулнă, варринче сăмавар пăсланса ларать. Уява килнисене кану çурчĕн директорĕ Лидия Иванова кĕтсе илет. «Тăвайккинчен ярăнма юратакансене, икерчĕ тутанас текенсене, чир-чĕртен тасалма шут тытнисене Çăварни уявне чĕнетпĕр», — тет вăл пурне те ыр сунса.

Уяв хăнисем Хĕр кÿлепи тавра юрăсем юрласа çаврăнчĕç. Елена Петрова ветеран-педагог илемлĕ сăвă каласа савăнтарчĕ.

Çăварни, Çăварни…

Паян Кĕçĕн Çăварни!

Пурте килĕр уява,

Сивĕ хĕле ăсатма,

Çуркуннепе савăнма, — янраттарчĕ уява ертсе пыракан.

Пикшиксем çунашка-ватруш-ка çине ачасене лартса, вĕрен туртса, çатма çине икерчĕ хурса чупас енĕпе ăмăртрĕç, ытти конкурс та уява пуянлатрĕ. Урампа урам спортсменĕсем юр çинче футболла вылярĕç. Юлашкинчен Хĕр кÿлепине çунтарса хĕле ăсатрĕç, çуркуннене кĕтсе илчĕç.

Çав кунах Çĕньял Шетмĕ ялĕнче те Çăварни уявĕ иртрĕ. Ăна Алевтинăпа Вячеслав Ильинсем йĕркелесе пычĕç.

Лев СОЛОВЬЕВ.

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика