Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Армрестлингра –малтисем

18 марта 2021 г.

Мартăн 13-мĕшĕнче пирĕн район спортсменĕсем республика шайĕнчи армрестлинг ăмăртăвне хутшăннă. Вăл Шупашкарта В.Ярды ячĕллĕ Олимп резервĕсен спорт шкулĕнче иртнĕ.
Пирĕн районăн пĕрлештернĕ командинче тĕрлĕ шкулсенчи чи ăста спортсменсем ăмăртнă. Кашниех хăйĕн пултарулăхне туллин кăтартса пама тăрăшнă. Пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх, Н.Сахров тренер ертсе пыракан район команди пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарма пултарнă.
Уйрăм первенствăра та пирĕн спортсменсем район чысне çÿле çĕкленĕ. Константин Алякин /Хирти Мăнтăр вăтам шкулĕ/, Резил Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Мария Смирнова /Шурут вăтам шкулĕ/ хăйсен йывăрăш категорийĕсенче 1-мĕш вырăн йышăннă. Раиль Зейдуков, Надир Гибатдинов /Урмаел вăтам шкулĕ/, Риназ Багаутдинов /Тукай Мишер вăтам шкулĕ/ иккĕмĕш вырăна тухнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика