Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ лини

18 марта 2021 г.

ЧР Пуçлăхĕ социаллă сетьре уçă калаçу йĕркелерĕ.
Массăллă коммуникаци мелĕсем куллен вăй илсе пыраççĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та вĕсемпе туллин усă курать. Мартăн 12-мĕшĕнче вăл социаллă сетьсем урлă — «ВКонтакте», «Одноклассники», «Инстаграм» — республикăра пурăнакансемпе тÿрĕ линие тухрĕ. Çак меле çынсемпе хутшăнмалли, халăха хумхантаракан ыйтусене пĕлмелли чи лайăх май пулнине палăртрĕ.
Калаçу шкулсем тăвассинчен пуçланчĕ. Олег Алексеевич ку ыйту çивĕччисенчен пĕри иккенне лайăх ăнланнă май тĕп хулан «Университет», «Сад», «Лента» микрорайонĕсенче, Çĕнĕ Шупашкарта тата Кÿкеçре тума пикенессине каларĕ. Пилĕк çулта юхăннă мĕн пур шкулăн 50 процентне тирпей-илем кĕртсе хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан стандартсене илсе çитермелле. Çак тĕллевсене пурнăçлама кăçал 1,3 млрд тенкĕ пăхса хăварнă, ача сачĕсене юсаса çĕнетме 800 млн тенкĕ уйăрнă.
Нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе, çав территорисене инфратытăмпа тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтăва та регион ертÿçи туллин хуравларĕ.
Ĕçлекен пенсионерсемшĕн савăнăçлă хыпар: Олег Николаев Раççей Президенчĕ çитес çул пуçламăшĕнчен вĕсен пенсийĕсене те индексацилеме тытăнмашкăн хушни çинчен пĕлтерчĕ.
Нумай çынна хуçасăр çапкланчăк йытăсен ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Тÿрĕ эфирта регион ертÿçи анчăксене ĕлĕкхи пек тытса утилизацилеме юраманнине палăртрĕ. Вĕсем валли муниципалитетсен пĕрлехи приючĕсене тума йышăннă, çакăн валли республика бюджечĕн укçине уйăраççĕ. Çав вăхăтрах Олег Алексеевич алла хăнăхтарнă чĕр чунсемшĕн çынсен яваплăха туймаллине те аса илтерчĕ.
Мускав вăхăчĕ Чăваш Еншĕн меллех маррине пĕлтерекенсене хуравланă май Олег Николаев çуллахи-хĕллехи вăхăта тавăрни вырăнсăррине татăклăн палăртрĕ. Тĕп хуларан пĕр сехет малта пыракан Ульяновск облаçĕн тĕслĕхне вара тишкерессине, ыйтăва ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе сÿтсе явассине, халăх шухăшне шута илессине каларĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ тÿрĕ эфирта пĕр сехет çурă пулчĕ, чылай ыйтăва хуравларĕ. Пĕтĕмĕшле вара ăна 2000е яхăн ыйту панă. Уçă калаçăва 22 пин ытла çын пăхнă.
О. ПАВЛОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика