Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç

16 марта 2021 г.

Иртнĕ эрнере Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев терроризма хирĕç кĕрешекен комисси ларăвне ирттернĕ. Терроризма хирĕç тăрас енĕпе патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне ÿстерессипе çыхăннă ыйтусене тарăн сÿтсе явнă.

Ларура вĕренÿ заведени- йĕсенче профилактика ĕçне лайăхлатас енĕпе кирлĕ мерăсене, çавăн пекех ятарлă сĕнÿсене пăхса тухнă. Вĕренÿ организацийĕсенче ют çĕршывсенчен килнĕ студентсемпе профилактика ĕçĕсене ирттернин кăтартăвĕсене тишкернĕ, учрежденисенчи кибердружинăсен ĕçĕ-хĕлне пăхса тухнă.

Çамрăксем хушшинче анлă сарăлнă социаллă сетьсенчи (TikTok, Вконтакте, Twitter, Instagram тата ытти те) ĕç-хĕле лайăхлатасси çине уйрăм тимлĕх уйăрнă.

Шаблонлă майсене пăрахăçламаллине, террора хирĕçле контентсен пахалăх шайне ÿстермеллине, унăн тĕллевлĕ аудиторин çулĕсене, психологи уйрăмлăхĕсене шута илсе ĕнентерÿлĕхне палăртмалли пирки калаçнă. Çакна тума çамрăксен хушшинче анлă сарăлнă блогерсене, журналистсене, ытти лидерсене явăçтарма сĕнÿ тăратнă.

 

О. СЛАВИНА

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика