Янтиковское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ зонăра» ĕç лăпланмасть

09 марта 2021 г.

Кирек мĕнле чир-чĕр те çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратать. Юлашки çулсенче ÿпке шыççи пирки ытларах та ытларах калаçнине, ăна пула ентешсем вăхăтсăр çĕре кĕнине илтсенех кирек камăн чун-чĕри те çÿçенсе илет пулĕ. Аслă ÿсĕмрисене кăна мар, çамрăксене те шеллемест хăрушă чир.

Кăшăлвирусне пула тем самантра сисмесĕрех ÿпке пневмонийĕ пуçланса каять. Патăрьелĕнчи 2-мĕш номерлĕ инфекци уйрăмне лексен каварлă чирĕн синкерне туйма, кунта тăрăшакансен ĕçне тепĕр хут хаклама май пачĕ. Уйрăма хамăр ентеш, Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Владислав Емильев терапевт ертсе пынăран ун çинчен тата тĕплĕнрех пĕлес килчĕ. Çамрăк тухтăрпа «хĕрлĕ зонăри» ĕç-хĕл пирки калаçма май тупрăмăрах.

– Владислав Николаевич, малтанах хăвăрпа паллаштарсамăр?

– Кушкăри Николайпа Зоя Емильевсен туслă çемйинче 30 çул каялла çуралнă эпĕ. Ялти шкула пĕтернĕ. 2008 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ. 2015 çулта «Сывату ĕçĕпе» алла диплом илнĕ. Хулара интернатура ирттернĕ. «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе Патăрьел районне терапевт тухтăра ĕçлеме килнĕ. 2017 çулта Аслă Чемен ялĕнчи врач амбулаторине ĕçлеме куçнă. 2018 çултан – район больницинчи терапи уйрăмĕн терапевчĕ. Коронавирус чирĕ алхасма пуçласан 2020 çулхи май уйăхĕнче поликлиникăра пациентсене йышăнтăм. Çуллахи вăхăтра çак чир ернисен йышĕ питĕ нумайччĕ. Кунне йышăнăва 30-40 çын кĕретчĕ. Хам та вирусран хăтăлаймарăм. Сывалсанах тĕп тивĕçе пурнăçлама пуçăнтăм. 2020 çулхи ноябрĕн 12-мĕшĕнче хамăр патăмăрта коронавирусран сипленмелли ятарлă уйрăм йĕркелесен вара ăна ертсе пыма шанчĕç.

– Пурнăçран тĕлĕнетĕн, темĕн те кăларса тăратать вăл: шăпах 34 çул каялла çак уйрăмра ача çуратнăччĕ…

– Чăннипех те, маларах ача çураттаракан уйрăмччĕ кунта. Республикăри кăнтăр районĕсенче пурăнакансем ковидпа йышлăн чирленине кура Патăрьелĕнче «хĕрлĕ зона» уçма хистенĕ. Çавна май ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерстви хушăвĕпе кĕске вăхăтрах çĕнĕ уйрăм йĕркеленнĕ.

– Çăмăл пулмарĕ пулĕ çĕнĕ, халĕччен пулман ятарлă та яваплă уйрăма кĕске вăхăтра уçма.

– Çапла. Ача çураттаракан уйрăмра юлашки çулсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕрен хăтлă та çутă, ăшă кунта. Оборудованисем те çĕнĕ. Кунти кадрсем çирĕп пулнă-ха, çапах та хăрушă амакран сыватма чи пултаруллă медработниксене кăна суйласа илесси тĕп вырăнта тăчĕ. Çак уйрăмри шурă халатлă вăй питти медработниксем кунтах юлнă, терапи тата ытти уйрăмсенчи хастарсене хăйсен ирĕкĕпе кăна кунта куçарнă. Фирия Хафизова акушер-гинеколог, Ландыш Шакурова терапевт /халĕ вăл ĕçлемест/ тата эпĕ яваплă ĕçе пуçăнтăмăр. Паллах, маларах квалификацине ÿстерсе ятарлă курсра вĕренни питĕ вырăнлă пулчĕ.

– Владислав Николаевич, апла пĕлтĕрхи чÿк-раштав уйăхĕсем сирĕншĕн чи хĕрÿ тапхăр пулчĕç?

– Чăннипех те чирлекенсен йышĕ нумайччĕ. 70 кравать те пушă марччĕ. Вырăнсем çитменнипе пациентсене коридорта та вырттарма тиветчĕ. Малтанхи уйăхсенче Канаш, Йĕпреç, Тăвай районĕсенчи пациентсене те йышăнаттăмăр. Тухтăрсемпе медсестрасем, санитаркăсем кану мĕнне пĕлмесĕр вăй хучĕç, хураççĕ те. Малтанах чирленĕ çын куçне хупнă тĕслĕхсемпе тĕл пулнăран алă усăннă самантсем пулнине те пытармастăп. Ковидпа ĕçлекенсен шалăвĕ пысăк теме пăхать-ха хăшĕ-пĕри, ку чухне укçа-тенкĕ пирки пачах шутламастăн. Çын пурнăçĕ темле мулран та хаклă тесе шутлатăп. Тепĕр чухне пурнăç хакне çеккунт-минут татса парать: коронавирус инфекцине пула çыннăн вăраха кайнă чирĕсем хăвăрт йăл! илеççĕ те чĕре, сахăр диабечĕпе… аптăракансем хăрушă чире çĕнтереймеççĕ.

Хальхи вăхăтра ытларах хамăрăн тата Елчĕк, Комсомольски, Шăмăршă районĕсенчи çынсене йышăнатпăр. Ку вăл чирлекенсен йышĕ чакса пынипе çыхăннă. Уйрăмра 60, вăл шутран 6 реанимаци койки.

– Хальхи вăхăтра миçе сменăпа ĕçлетĕр? Эмелсемпе кирлĕ оборудованисем çитеççĕ-и?

– Икĕ сменăпа вăй хуратпăр. Пĕр сменăра тухтăрсемсĕр пуçне 4 процедура, 2 пост медсестри, 3 санитарка, 1 медрегистратор тата 1 врач-анестезиологпа реанимаци сестри. Кашнийĕшĕ хăйне шанса панă тивĕçе тĕплĕ, яваплăха туйса пурнăçлать. Çăмăл мар ятарлă тумтире те хăнăхрăмăр ĕнтĕ. Коронавирус инфекцийĕ ÿпкене вăйлă хавшатнăран организма кислород çитмест. Уйрăмра 6 ИВЛ аппарачĕ, 33 кислород точки, 35 кислородлă концентратор, пысăк потоклă оксигенатор – 2. Палатăсене сывлăша тасатмалли приборсем вырнаçтарнă. Патшалăх стационарта выртса сипленекенсем валли тивĕçлĕ укçа-тенкĕ уйăрать, эмелсем çителĕклĕ. Медсестрасем кашни ир чирлисен юн пусăмне, ÿт температурине виçеççĕ, тухтăр çырса панă сиплевпе килĕшÿллĕн укол тăваççĕ, эмелсем параççĕ. Пирĕн патăмăрта хальлĕхе 500 ытла çын сипленнĕ, уйрăмах йывăр чирлĕ 53 пациента хулари ковид центрĕсене куçарнă.

– «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлекенсем хăйсен ăсталăхне, сывлăхне шеллеменни, туслă, килĕштерсе ĕçлени лайăх курăнчĕ. Хамăр районти маттур медицина ĕçченĕсене ятранах асăнса хăварас килет.

– Пĕрне мухтаса тепĕрне хурлас килмест. Пурте – чăваш-и вăл е тутар, е вырăс килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшатпăр. Кашнийĕшĕ çын пурнăçĕ епле хаклă пулнине чун-чĕрипе туять. Ентешĕмсем чăннипех те харсăр. Акă, Кушкăри Галина Зайцева ача-пăча уйрăмĕнче аслă медсестра пулса ĕçленĕ. Кунта та çак тивĕçе пурнăçлать. Медсестрасене суйласа илесси шăпах унăн тивĕçĕччĕ. Халĕ вĕсен ĕçне пĕлсе те çирĕп йĕркелесе тăрать. 1994 çулта Ульяновскри медицина училищи хыççăн кунта ĕçе вырнаçнă вăл. Аслă категориллĕ медицина сестри.

Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ Алевтина Селиванова /Зайламова/ медсестран ĕç стажĕ пысăк – 30 çул ытла. Хĕрарăмсен кабинетĕнче акушеркăра вăй хураканскер вăхăтлăха ку уйрăма сипленме килекен çынсене йышăнассипе яваплă. Вăл аслă квалификациллĕ. Иккĕшĕ те чирлисене хăйсен ăшă кăмăлĕпе, çепĕç чĕлхипе, ĕçри пултарулăхĕпе тыткăнлаççĕ.

– Сирĕн патăртан сипленсе тухнисене тата ытти ентешсене мĕн сунатăр, Владислав Николаевич?

– Чи малтанах тухтăрсен сĕнĕвĕсене шута илме ыйтатăп. Эпир ахальтен мар хамăрăн, çывăх çынсен сывлăхне сиен кÿресрен шикленмесĕр сирĕншĕн тăрăшатпăр. Маска тăхăнассине пăрахăçлама иртерех-ха. Дистанцие пăхăнмалла. Алла супăньпе çусах тăмалла. Сывату гимнастики тумалла, куллен скандинави уттипе утмалла, тĕрĕс апатланмалла, сиенлĕ йăласенчен хăтăлмалла, вăхăтран вăхăта участокри врач патĕнче профилактика тĕрĕслевĕсем витĕр тухмалла. Иммунитет çирĕп пулсан организм каварлă вируса çăмăллăнах парăнтарĕ. Халĕ шăпах вакцинаци тăвас ĕç пырать. Тухтăр сĕнĕвĕ, хăвăра тĕрĕслеттернĕ хыççăн прививка тутармалла. Эпидемисем унччен те пулнă, этемлĕхе вара вакцина çăлнă. Çирĕп сывлăхлă пулăр, ан чирлĕр.

– Калаçушăн тавах.

– Сире пысăк тав.

В.КИРИЛЛОВА калаçнă

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика