ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турнир 22-мĕш хут футболистсене пуçтарчĕ

25 февраля 2021 г.

Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче Чечняра паттăрла пуçне хунă Иван Быков ячĕпе кашни çулах йĕркелекен турнир февралĕн 22-мĕшĕнче иртрĕ. Спортсменсене шартлама сивĕте хăратмарĕ. Мини-футбол вăййин 22-мĕш турнирĕнче 10 команда тупăшрĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов спортсменсене уявпа саламларĕ, тав сăмахĕ каларĕ. Турнир пуçаруçи Григорий Прокопьев та спортсменсене ăмăртăва килсе çитнĕшĕн тав турĕ. Хĕрÿ тупăшура «Гигант-2» команда Кубока çĕнсе илчĕ. «Гигант» команда иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ. «Тугаево» команда 3-мĕш вырăна тухрĕ. Çĕнтерÿçĕ командăн кашни вăйăçине Хисеп грамоти тата парне парса чысларĕç. Геннадий Волков /«Гигант-2»/ «Чи лайăх бомбардир», Артемий Катмаков /«Тугаево»/ «Чи лайăх хÿтĕлевçĕ», Максим Сорокин /«Гигант»/ «Чи лайăх вратарь» ятсене тивĕçрĕç.
Спортсменсене наградăсемпе чысланă вăхăтра Татьяна Прокопьева арçынсене юрă парнипе саламларĕ. Геннадий Ефремов çĕнтерÿçĕсене тата ăмăрту йĕркелÿçине Григорий Прокопьева Хисеп грамотисемпе тата парнесемпе чысларĕ. Геннадий Егорович спонсорсене — Владимир Белкина, Александр Козлова, Александр Шатилова, Владимир Нестерова, Сергей Ченакина, Вячеслав Белова — мероприяти йĕркелеме пулăшнăшăн тата культура çурчĕн ĕçченĕ- сене спортсменсене техĕмлĕ апатпа сăйланăшăн тав турĕ.
С.ВИШНЕВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика