Пикшикский территориальный отдел управления по благоустройству и развитию территорий администрации Красноармейского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыл паттăрĕсене манăçа кăларас марччĕ

25 февраля 2021 г.

Тыл паттăрĕсене манăçа кăларас марччĕ

Чăваш Енре 2021 çула Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă.

Пикшик тăрăхĕнчи çынсем те Хусанпа Сăр хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă. Иртнĕ кунсенче вулавăшра паттăр ентешсене аса илчĕç. Вĕсене çитĕнекен ăрăвăн пĕлмеллех. «Сивве пăхмасăр хĕрарăмсемпе ватăсем, яш-кĕрĕм шăннă çĕре ката-ката окопсем чавнă. Сывлăхне те, вăй-халне те шеллемен», — терĕ ялти библиотека заведующийĕ Надя Спиридонова «çавра сĕтеле» уçнă май.

Калаçăва Вăрманкасри Геннадий Ильин хутшăнчĕ. Унăн ашшĕ Петр Ильин Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайиччен Тăвай районĕнчи Пуянкасси ялĕ çывăхĕнче вăй хунă. Ир пуçласа каçчен шăннă çĕре чавмалла пулнă. Пулас мăшăрĕпе Анастасия Федоровăпа хÿтĕлев чиккисене тунă çĕртре паллашнă. Пикшикре пурăнакан Владимир Иванов çапла аса илчĕ: «Манăн анне те, Лидия Семенова, Тăвай çĕрĕ çинче тар тăкнă. «Сивĕпе шăнса хытсан кăвайт патĕнче ăшăннă хыççăн каллех ĕçе кÿлĕнеттĕмĕр, — тетчĕ. — Апат-çимĕçне килтен илсе пынă, ăна ĕç хыççăн пĕçерсе çинĕ». «Çынсем хăйсене хĕрхенмен. Вĕсен сменăра палăртнă нормăна пурнăçламаллах пулнă», — аса илчĕ Ыхракассинче пурăнакан Мавра Михайлова.

«Вăрçă çулĕсенче яшсемпе хĕрсем, хĕрарăмсем вăрман касма, торф кăларма та çÿренĕ. Çав çулсенче тылра ĕçленĕ паттăрсен ячĕсене манăçа кăларас марччĕ», — терĕ калаçăва пĕтĕмлетсе ялти кану çурчĕн ертÿçи Лидия Иванова.

 

Лев Соловьев

Источник: "Ял пурнăçĕ" (Красноармейская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика