Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсем малашлăха çул уçаççĕ

18 февраля 2021 г.

Çак кунсенче «Дружба» ял хуçалăх производство кооперативĕнче хуçалăхри ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Ремис Мансуров председатель тата специалистсем пĕлтĕр пурнăçланă ĕçсем çинчен отчет турĕç, малашне пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç — тĕш-тырăллă культурăсен тухăçлăхне тата производство кăтартă- вĕсене ÿстересси, техникăна çĕнетесси тата инвестици проекчĕсене ĕçе кĕртесси.
Хуçалăх ĕçченĕсен вăтам ĕç укçи 19 пин тенкĕ ытла. Иртнĕ çул хуçалăх 6,633 миллион тенкĕ тупăш илнĕ. Ĕçченсем 1655 гектар уй-хир лаптăкĕпе пĕлсе усă кураççĕ. Çавна май кашни гектар пуçне вăтамран 37 центнер тухăç илнĕ, 3485 тонна тĕш-тырă пухса кĕртнĕ. Тухăçлăха ÿстерес тĕллевпе кăçал 1350 тонна минераллă удобрени янтăлама планланă. Паянхи куна 865 тонна кÿрсе килнĕ. Çурхи акана тухма вăрлăх çителĕклĕ. Андриян Яковлев агроном иртнĕ çулти ĕç-хĕле кĕскен пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи ĕç планне уçăмлатрĕ.
Машинăпа трактор паркĕн инженерĕ Рамил Мухутдинов трибуна умне тухса хуçалăх çулсерен техникăна çĕнетни, запас пайсемпе вăхăтра тивĕçтерни уй-хирсенчи ĕçсен çывхарса килекен хĕрÿ тапхăрĕнче тухăçлă ĕçлеме май панине асăнса хăварчĕ.
Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Паянхи куна 189 пуç мăйракаллă шултра выльăх, вĕсенчен сăвăнакан ĕнесем —102 пуç. Иртнĕ çул кашни ĕнерен вăтамран 3608 центнер сĕт сунă. Равиль Гадельянов ферма заведующийĕ выльăх-чĕрлĕх ферминчи ĕçпе паллаштарчĕ.
Çавăн пекех Рифкать Халитов заправщик, йĕтем çинчи ертÿçĕ Рафизик Ялаков, Герман Орлов электрик та пухăва килнисен умне тухса хăйсене шанса панă ĕç сферинчи ĕç-хĕле уçăмлатрĕç.
Хуçалăхăн 90 çулхи юбилейĕ çывхарса пырать. Ремис Мансуров пухури халăха унăн пуян историйĕпе тата паянхи пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Ял хуçалăхĕнчи çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртни, специалистсем яваплă вăй хуни тата ĕçченсен тăрăшулăхĕ лартнă тĕллевсене пурнăçлама майсем туса панине асăнчĕ. Хуçалăх ертÿлĕхĕ те хăй енчен ĕçченсене кал-кал вăй хума условисем туса пама тăрăшать. Паллах, кăлтăксем те пулаççĕ. Тепĕр енчен каласан, кăмака çинче ларакан çеç йăнăш тумасть. Ертÿлĕхпе ĕçченсем пĕр-пĕрне ăнланса тăрăшни аталану çулне уçать.
Александр Осипов ял хуçалăх ĕçченĕсен умне тухса калаçнă май хуçалăхра ĕçченсен шучĕ чакни ĕçе механизацилеме хистенине каларĕ. Апла пулсан, тухăçлă ĕçлес тесен вĕренме тата çĕннине алла илме ÿркенмелле мар. Вырăнта ĕçлекен ятарлă пĕлÿсĕр специалистсене патшалăх паракан çăмăллăхсемпе усă курса вĕренсе диплом илме, механизаторсене те ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă пĕлĕве ÿстерме сĕнчĕ вăл. Пурне те çăмăл мар ĕçре тăрăшса район аталанăвĕнче тивĕçлĕ утăм тунăшăн тав турĕ.
С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика