ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнĕ çула пĕтĕмлетрĕç — малашнехи плансене палăртрĕç

04 февраля 2021 г.

Январĕн 28-мĕшĕнче Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче Çĕнĕ Кипеçри культура çуртĕнче граждансен пухăвĕ иртрĕ. Ăна коронавируса хирĕç кĕрешмелли мерăсене пăхăнса йĕркелерĕç.
Пухăва уçнă май культура ĕçченĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарса савăнтарчĕç. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов иртнĕ çул ялсенче пурнăçланă ĕçсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Поселени бюджечĕ, пуçаруллă бюджет, территорине хăтлăлатасси, çулсене тытса тăрасси тата юсасси, пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсем — пĕтĕмпех докладра уçăмлатрĕ вăл. Геннадий Егорович ял тăрăхĕн ĕç-хĕлне пуçаруллă хутшăнакан депутатсене, старостăсене тата тăрăшуллă ял çыннисене тав сăмахĕ каларĕ, малашне те обществăлла ĕçсене активлă хутшăнма сунчĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацинче тăрăшакан Елена Краснова специалист, ял тăрăхĕнчи çар комиссариачĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Ирина Петрова пухăва килнисене хăйсен ĕç сферисенчи лару-тăрупа паллаштарчĕç. Ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсен шучĕ 2021 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне — 1376 çын. Иртнĕ çулпа танлаштарсан 52 çын чакнă. 2020 çулта 5 пепке кун çути курнă, 23 çын пурнăçран уйрăлнă. Хуçалăх кĕнеки çинче ял тăрăхĕнче 693 уйрăм хуçалăх шутра тăрать. Вĕсенчен 442-шĕ — яланхи пурăнакан çуртсем.
Нĕркеçри культура çурчĕн заведующийĕ Михаил Кузнецов ял тăрăхĕнчи культура çурчĕ- сен ĕçне уçăмлатрĕ. Культура ĕçченĕсем 2020 çулта район тата республика шайĕнче иртекен мероприятисене ытларах онлайн мелпе çеç хутшăнайнă пулсан та çитĕнÿсем туса Хисеп грамотисене, Тав хучĕсене тивĕçме пултарнă.
Трибуна умне тухса калаçакансене итленипе пĕрлех ял тăрăхĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе слайд çинче те паллашма май килчĕ. Граждансен пухăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Геннадий Волков тата районта тĕрлĕ сферăсенче тăрăшакан специалистсенчен йĕркеленĕ ĕç ушкăнĕ хутшăнчĕ.
Ялта пурăнакансене хумхантаракан ыйту чылай. Шăпах вĕсем çине районтан килнĕ специалистсем хуравларĕç те. Районти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕ Николай Васильев халăха коронавирус инфекцийĕнчен вакцинациленмелли çинчен каласа кăтартрĕ. Хальлĕхе района килнĕ 110 вакцинăпа усă курнă, çитес вăхăтра тата 100 доза килсе çитмелле. Граждансене Хирти Ĕнелти фельдшерпа акушер пункчĕ медицина ĕçченĕ вăхăтлăх пулманран ял халăхне йышăнайманни хумхантарчĕ. Çак ыйтăва, паллах, кĕске вăхăтра татса пама шантарчĕç. Çĕнĕ Кипеçри, Нĕркеçри фельдшерсем те ял çыннисене йышăнма пултараççĕ.
РФ Пенси фончĕн районти клиентсен уйрăмĕн начальникĕ Ирина Белобаева амăшĕн капиталĕ илмелли йĕркери улшăнусем çинче тата малашне кашни çыннăн ĕçĕ тата стажĕ пирки калакан информаци электронлă мелпе хатĕрленесси çинче чарăнса тăчĕ.
Районти 31-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Иван Ананьев пушарсен ытларах пайĕ электроприборсемпе хутмалли е ăшăнмалли кăмакасен юсавсăрлăхне, ачасем вут-çулăмпа ашкăннине пула пурăнмалли çурт-йĕрсенче алхаснине палăртрĕ, пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине асăрхаттарчĕ.
Муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полици начальникĕн обществăлла йĕрке сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен çумĕ Сергей Прохоров ултавçăсем халăха тĕрлĕ майпа улталани çинчен тĕплĕ ăнлантарса пачĕ, асăрхануллă пулмаллине çине-çинех каларĕ.
Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр начальникĕ Екатерина Жукова, район администрацийĕн социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина асăннă сферăсенчи çĕнĕлĕхсемпе тата улшăнусемпе паллаштарчĕç.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ обществăлла инфраструктурăна аталантармалли вырăнти пуçарупа килĕшÿллĕ проектсен конкурсĕсене активлă хутшăнать. Пĕлтĕр Нĕркеç ялĕнче ача-пăчана валли спортпа вăйă площадки тунă, Хирти Ĕнелти пĕвене тасатнă, Тĕвенешри кĕпере юсанă, Янкасси ялĕнче масар патне каякан çула вак чул сарнă, урамсене çутатма энерги перекетлекен лампочкăсем туянса лартнă.
Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалласа кашни яла панă 100 пин тенкĕ укçапа Хирти Сĕнтĕрти ял тăрăхĕнче 5 ача-пăча площадки тунă — Çĕнĕ Кипеçре, Хирти Ĕнелте, Янкассинче. Совет Союзĕн геройĕ Г.Н. Чернов ячĕпе хисепленекен Нĕркеçри парк йĕри-тавра тытнă картана çĕнетнĕ. Шыв башнисемпе скважинисене тĕпрен юсамалли конкурспа килĕшÿллĕн Хирти Ĕнелти шыв скважинине юсанă. Лару-тăрăва тимлесе, ял тăрăхĕн бюджечĕн финанс майĕсене шута илсе территорие хăтлăлатас енĕпе пурнăçламалли проектсене ĕçе кĕртессипе кăçал та тухăçлă ĕçлеме тĕллев лартнă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Осипов ял тăрăхĕн пурнăçĕнчи ырă самантсене палăртрĕ, район территорине хăтлăлатас ĕçри плансемпе паллаштарчĕ, пурне те малашнехи ĕç-хĕлте ăнăçусем сунчĕ, граждансен ыйтăвĕсем çине хуравларĕ. Тăрăшуллисемпе маттуррисене Хисеп тата Тав хучĕсемпе чысларĕ.
Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнчи ялсенче пурăнакансем тăван ен аталанăвĕн тĕллевĕсене активлă сÿтсе явни, шухăшĕсене уçăмлатса сĕнÿсем пани, хумхантаракан ыйтусене пĕрле пухăнса, канашласа татса пама тăрăшни кăмăллă.
С.ЕФИМОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика