Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раштав уявĕ савăнăç парнелерĕ

15 января 2021 г.

Пучинке ялĕнче ыра йăла тахçантанпах пырать. Ял тăрăхĕн администрацийĕ çумĕнчи хĕра­рăмсен канашĕ кашни çулах Раштав уявне тивĕçлĕ шайра ирттерет. «Раштав ёлки пĕтĕм çемье валли» ятпа пулакан çак савăнăçлă мероприятие кăçал, коронавирус инфекцийĕ сарăлас хăрушлăх пуррине шута илсе, раснарах йĕркелерĕмĕр, уяв саламĕсемпе илемлĕ пултарулăх номерĕсене кĕртсе видеоролик укертĕмĕр.

Мероприяти пуçламăшĕнчехамăр ялтичасовньăн попечительсен канашĕн председателĕ Вера Егорова салам сăмахĕ каларĕ. Вера Васильевна часовньăн хальхи вăхăтри пĕлтерĕшĕпе ĕçĕ-хĕлĕçинчен те пĕлтерчĕ, часовня Христос тĕнне ĕненекенсен кăмăлне тивĕçтерекен вырăн пулса тăнине палăртрĕ.

   Унтан мероприяти участникĕсем ялти вулавăшра пулчĕç. Олеся Пыркина биб­лиотекарь пурне те ăшă кăмăлпа, ырă сунса кĕтсе илчĕ, «Раштав асамĕ» темăпа хатĕрленĕ кĕнекесен, хаçат- журналсен куравĕпе паллаштарчĕ. Хĕрарамсен канашĕн членĕсем вулавăшпа сывпуллашасумĕн «Рожде­ство Христово весь мир празднует» юрра юрларĕç.

Каярах, Кĕлĕмкассинчи Пукрав чиркĕвĕн настоятелĕ Пантелеймон Пегасов пехилленипе, хĕрарамсен ушканĕ часовньăра çуртасем çутса «Ангелы в небе высоком живут» юрра темиçе сасапа шăрантарчĕ.

Юлашкинчен пурте пĕрле кукăльпе чей ĕçсе килентĕмĕр. Сăваплă вырăнта, часовньăра, çавнашкал ырă йăла-йĕрке туса ирттерни кăмăл-туйăма çĕклентерсех ячĕ, чун-чĕрере савăнăçлă ăшăлăх вăранчĕ.

 

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика