Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Видеоролик укертĕмĕр

15 января 2021 г.

Чăваш Енре 2021 çула Сăрпа Хусан оборона чиккисене тунă строительсен ĕç паттăрлăхĕн çулталăке тесе пĕлтернĕ.

Астăвăма халалланă çулталăка кĕнĕ май, эпир хамăр коллективра, Пучинкери «Колосок» ача садĕнче ятарласа тĕплĕн хатĕрленĕ «Сăр тăрăхĕнчи хутлĕх чикки» ятлă театрализациленĕ курăнăва видео çине укертĕмĕр. Ăна куракансем хапăлласа йышăнчĕç, нумайăшĕн чĕрине хускатрĕ кĕске видеофильм. Манăн ĕçтешĕмсем, ача садĕнче тăрăшакансем, çав оборона чиккисене тунă çĕрте ĕçленĕ паттăр халăх тÿссе ирттернĕ йывăрлăхсене хăйсен чĕри витĕрех каларчĕç, ун чухне тÿснĕ терт-нушана чăн пулнă пек вылярĕç. Вăйпитти çулсенчи арçынсем вăрçăра тăшманпа çапăçнă вăхăтра тылри ватăсемпе хĕрарамсем тата аслăрах çулсенчи ачасем Сăр чиккине тунă çĕрте пилĕк авнă. Тăхăнмалли ăшăçи-пуçĕ те, техника та пулман, лашасем ывăннипе тата шартлама сивĕпе кая- кая ÿкни те пулнă. Театрали­зациленĕ курăнура роль выляма хутшăннисем ун чухнехи сăнарсене ĕнентерÿллĕ уçса пачĕç, шăннă çĕре чавса окопсем тунине, канса илнĕ вăхăтра апатланнине, йывăр вăхăтра та пуç усмасăр çутă пуласлăха шанчăклăн пăхнине, купăс каласа ташласа- юрласа савăнма та пĕлнине кăтартса пачĕç. Юлашкинчен пурте лайăх пĕлекен, чун- чĕрене хускатакан Зинаида Сурпан çырнă «Салтак амашĕ» юрра юрларăмăр.

Эпир çёнтерÿшĕн хăйсен пурнăçне шеллемесĕр фронтра тăшманпа куçа-куçăн тăнă, тылра та çĕнтерÿ туптанă асаттесемпе асаннесен, кукаçисемпе кукамайсен паттăрлăхĕпе мухтанмаллипех мухтанатпăр. Хальхи ăру вĕсен тĕслĕхĕпе патриот воспитанийĕ илнĕ, хамăрăн ачасене те вĕсем çинчен, тылпа фронтăн çирĕп çыхăнăвĕпе пĕрлехи Çĕнтерĕвĕ çинчен каласа памаллах пирĕн. Çитĕнекен çамрăк ăру пĕлтĕр, мĕн хака кайса ларнă вăл Çĕнтерÿ!

 

КĔСКЕ СПРАВКА

1941 çулхи хура кĕркунне нимĕç фашисчĕсен çарĕсем Мускав çывăхнех çитнĕ, тăшман Чăваш тата Атăл тăрăхĕн­чи ытти çĕрсем çине тапăнса кĕме хатĕрленнĕ. Унăн çулне пÿлес тесе Хусанпа Сăр оборона чиккисене тума пуçланă. Строитель­сен тĕп задачи çапла пулнă - промышленноç вăйлă аталаннă центра - Хусан хулине - тăшман аллине памалла мар. Чă­ваш Ен çĕрĕ тăрăх иртекен оборона чиккисене 1941 çулхи юпа уйăхĕн 28- мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи карлачăн 21- мĕшĕччен тунă. Унта 200 пин ытла çын вăй хунă. Вĕсен вăйĕпе кĕске хушăра оборона чиккисене 380 çухрăма тăсăлакан тунă.

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика