Новочурашевский территориальный отдел Ибресинского муниципального округа ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хайлавĕсем чун-чĕрене тыткăнлаççĕ

29 января 2021 г.

Интернетри ВКонтакте группăра эпĕ пĕр çынпа туслашнăччĕ. Вăл кам пулнине эпĕ ун чухне пĕлмен. Унăн страници çинче тăван ял, тăванлăх туртăмĕ,туслăхпа юрату хăвачĕ çинчен чăвашла калăпланă сăвă-калавсем тăтăшах курма пулать. Вĕсене тăван чĕлхепе çырни тата хайлавсем тарăн шухăшлă пулни чун-чĕрене тыткăнлать. Нумаях пулмасть эпĕ çак авторпа кăшт çывăхрах палларшрăм. Вăл пирĕн ентеш иккен.

 Инна Егорова Çирĕклĕ ялĕнче 1960 çулти августăн 7-мĕшĕнче çуралнă.Пучинкери вăтам шкулта вĕреннĕ. И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ хыççăн тăван шкулне таврăннă, физикăпа математика вĕрентнĕ. 1992 çулта Чăваш патшалăх университетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ, журналист специальноçне алла илнĕ.

Сăвăсемпе калавсем çырма Инна Егорова шкул саккинченех пуçланă, район тата республика хаçачĕ-журналĕсемпе тăчă çыхăну тытнă. Кашни çыннăн хăйĕн ăраскалĕ. Инна Егоровăна та шăпа улшăнусем парнеленĕ. Вăл Канаш районне, мăшăрĕн тăван ялне Сухайкассине, куçса кайнă. Халĕ вĕсем мăшăрĕпе иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура. Инна Алексеевна мăшăрĕпе пĕрле виçе ача çитĕнтерсе ура çине тăратнă. Ачисен тата мăнуксен çитĕнĕвĕсемпе хавхаланса Инна Алексеевна çĕнĕ хайлавсем шăрçалать. Вулакансене унăн пултарулăхĕпе паллашма сĕнетпĕр. 

XXX


                      

Вăхăт çук халь çынсен, вăхăт çук.

Каçаймастпăр куршĕ чĕннĕ чух.

Вăхăт çук пĕр-пĕрне пулăшма,

Вăхăт çук ăш сăмах калама.

Ăçталла эс васкатăн, этем?

Ăнлансам, эс мана итлесем:

Пуç тавра шухăшла, кăшттăхта...

Тавăраймăн кайран вăхăта!

 

XXX

Ачашласчĕ сана, савнă ялăм,

Сар хĕвел пайăрки пулайса.

Тăван кил, хаклăран та эс хаклă,

Куç умне каллех тухрăн шуса.

Çупăрласчĕ сана, савнă ялăм,

Йăлтăркка юр пĕрчи пулайса.

Тăван кил, сан умра пысăк парăм...

Яланах эсё çутă, таса.

ххх

Асрах-ха ман ачалăх,

Асрах çатан карта.

Кунта пурнать пахалăх,

Тасалăх та малта.

Тепре çеç таврăнасчĕ

Ман çакă вăхăта.

Пĕрне-пĕри упрасчĕ...

Пурнасчĕ-ха тата!

 

Источник: За победу

Мой МирВКонтактеОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика