Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕллевсем пысăк, ĕмĕтсем çутă

29 января 2021 г.

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕнче Пучинкери Çветтуй Троица тата Богоявлении турăшĕн часовнин попечительсен канашĕн (унта пĕтĕмпе 25 çын чăмăртаннă) анлă ларăвĕ пулнă. Ларура иртнĕ 2020 çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетнĕ тата кăçал валли çĕнĕ тĕллевсем палăртнă.

Пуçтарăннисем умĕнче малтанах асăннĕ часовньăн попечительсен канашĕн ертÿçи Вера Егорова сăмах илнĕ. Вăл иртсе кайнă çулталăкра пурнăçланнăĕçсем çинчен отчет туса панă. « Чи пĕлтерĕшли çакă, - палăртнă Вера Васильевна. – Часовня çумне хушма çурт çĕклеме, чансем вырнаçтарма, çĕнĕ çуртăн шал енне сăн кĕртме тата ытти ĕçсене пурнăçлама банкран илнĕ кредитăн юлашки парăмне - 76 пин тенкĕне – тÿлесе татни». Председатель хайĕн самахĕнче парăмсене татнинче часовньăна килсех çÿрекенсен тÿпи пысăк пулнине палăртса хăварнă. Тĕне ĕненекенсем хăйсен кăмăл туртăмĕпе часовньăна аталантарма май килнĕ чухлĕ, хăйсем пултарнă таран, укçа-тенкĕ хываççĕ. Вера Васильевна попечительсен канашĕ, ял-йыш шухăш-кăмăлне шута илсе, 2021 çулта пурнăçлама палăртнă тĕллевсене те уçса панă. «Астăватăр-и, 2019 çулта чансем вырнаçтарнă хушма çурта савăнăçлă лару-тăрура уçнă çĕре Улатăр тата Пăрачкав епис- копĕ Феодор атте хутшăннăччĕ, çĕнĕçурта çветтуй шывпа сапса сăвапланă хыççăн, вăл пире тепĕр виçĕçултан, ал­тарь туса лартма ĕлкĕрсен, Пучинкене тепре килме шантар- нăччĕ, - аса илтернĕ канаш ертÿçи. - Владыка пиллесе хăварнĕĕçе кăçал пуçăнсан аванччĕ. Часовня çумне хушса тумалли алтарь çурчĕн никĕсне Çимĕк уявĕ тĕлне ярса хĕ- варма тĕллев лартатпăр. Никĕсне хывас валли паян-ыран укçа- тенкĕ хывас кăмăллăçынсем пур. Турă пулăшсан, хамăр пĕрле нимелле тăрăшсан, палăртса хунине çитме пулатех».

Попечительсен канашĕн членĕсем малтанласа шутласа пăхнă тăрăх, алтаре çĕклеме 600-700 пин тенкĕ укçа кирлĕ пулать. Сахал мар сумма, çапах та часовньăран чăн-чăн чиркÿ туса хурас ĕмĕчĕ вырăнти халахăн питĕ пысăк. Çакă пурне те хавхалантарать. Нумай çыннăн кăмăлне тивĕçтерес тесен, ал­тарь çуртне хăпартмаллах, вара часовня чиркÿ статусне илĕ те пачăшкăсемпе служащисем кунта кĕлĕ вулама та, тĕне ĕненекенсен ытти йăли-йĕркине туса ирттерме те пултарĕç. Ларăва хутшăннисем пурте ку шухăш-сĕнÿпе килĕшнĕ, никам та çурма çулта чарăнса тăрасшăн мар. «Халăхпа пĕрле, пĕр шухашлă пулса çутăĕмĕт патнелле туртăнмаллах. Çавна май сăваплăĕçе валли укçа-тенкĕ пухма пуçламалла», - пĕтĕмлетнĕ юлашкинчен ларура сăмах тухса каланисем.

 

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика