Новочурашевское сельское поселение Ибресинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Манăн йăлтах лайăх пулать»

22 января 2021 г.

«Эпĕ хама урăх ĕçре курмастăп. Шăпа медицинăпа çыхăнтарнăшĕн питĕ хĕпĕртетĕп. Пурнăçра хамăн çула тупнă тесе шухăшлатăп», — тет вăл паян. Сăмахăм Çĕнĕ Шупашкарти хула больницин реанимаципе ин­тенсивлă терапи уйрăмĕнче ĕçлекен Ольга Романова анестезиолог-реа­ниматолог çинчен. Ольга Романова 2020 çулхи çуркуннеренпех «хĕрлĕ зонăра» вăй хурать.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче çуралса ÿснĕ хĕр шкул хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ме­дицина факультетне вĕренме кĕнĕ. Çемйинче шурă халатлисем пулман. «Вĕреннĕ çын пулас, халăха сиплес, пулăшас килетчĕ. «Ăçта каяс-ши?» — шухăшларăм диплом илсен. Терапевт пулас килместчĕ, эпĕ питĕ чĕрĕ, вĕри, пĕр вырăнта лараймастăп. Ялан утмалла манăн, чупмалла. «Эпĕ участокра ĕçлейместĕпех», — палăртрăм ун чухне. Çитменнине, техникăна питĕ юрататăп. Чи юрăхлă ĕç маншăн реанимаци тесе пĕтĕмлетрĕм юлашкинчен,—сăмахне çапла пуçларĕ тухтăр хăйĕн пирки каласа пама ый­тсан. — 2008 çулта Çĕнĕ Шупашкар хулин больницине интернатурăна килтĕм те реани­маципе интенсивлă терапи уйрăмне йышăнчĕç. Ĕçе хăнăхрăм та халĕ урăх çĕре куçас килмест. Коллектив питĕ лайăх, туслă. Ĕçтешĕмсем хисеплеççĕ пек туйăнать».

Ольга Романова «хĕрлĕ зонăра» пĕлтĕрхи çу уйăхĕнченпе ĕçлет. Малтанах вĕсем валли ятарлă вĕренÿ йĕркеленĕ. «Хĕрлĕ зонăра» ĕçлесси шиклентермерĕ. Чирлесрен те хăрамарăм. Ку вирус йĕри-тавраллах пур, пĕрех ниçта та тарса пытанаймастăн. Апла пулин те манăн йăлтах лайăх пуласса çирĕп шантăм. Раштав уйăхĕнче мăшăрăм коронавируспа чирлерĕ пулсан та эпĕ аптăрамарăм. Каярахпа анализ манăн юнра антителасем пуррине кăтартрĕ. Ĕçре реанимаципе интенсивлă терапи уйрăмĕн заведующийĕ Александр Александров пĕрремĕш кунранпах вĕрентсе, пулăшса пычĕ. Вăл — аслă квалификациллĕ тухтăр, пирĕншĕн нумай тăрăшать, ĕçри вăрттăнлăхсене уçать. Уйрăмра — заведующипе пĕрле 5 врач. Ĕçре, паллах, йывăрри те пулать. Анчах пирĕн хамăр пăшăрханнине пациентсене кăтартмалла мар. Вĕсем патне яланах лайăх кăмăлпа кĕретĕп. «Йăлтах лайăх пу­лать», — лăплантаратăп чирлисене те. Тĕрĕссипе, хамăн ĕçе питĕ юрататăп. Çын тени çавнашкал вăл, кирек епле лару-тăрăва та, условие те хăнăхать. Халĕ пациентсем те урăхларах. Çуркунне вĕсем хытах пăлханни те палăратчĕ, хальхи вăхăтра чирлекен ытларах пулин те апла мар. Пациентсене сиплемелли аппаратура та, тĕрлĕ обо­рудовани те нумайланчĕ. Тĕп тухтăр Кон­стантин Белов сиплев учрежденийĕ аталантăр тесе питĕ тăрăшать», — каласа кăтартрĕ Ольга Дмитриевна.

   Ольга Романова пĕлтернĕ тăрăх, 65 çултан аслăраххисем йывăр чирлеççĕ. Çав вăхăтрах хĕрĕхрисен йышĕнче те амака йывăррăн парăнтаракансем пур. «Хĕрлĕ зонăри тухтăрсен канмалли кунсенче те, хушаран талăкĕпех ĕçлеме тивет. Манпа та вăл вырсарникун, кăрлачăн 10-мĕшĕнче, ĕç вăхăтĕнче тĕл пупса калаçма май тупрĕ. Ĕç вăхăта чылай йышăнать пулсассăн та Ольга Дмитриевна пĕрре те ÿпкелемест. «Çемьерисем те кăмăлсăррине палăртмаççĕ. Манăн икĕ ача. Мăшăрăм яланах пулăшса, хавхалантарса пырать»,—пытармарĕ çамрăк тухтăр. Сав вăхăтрах çĕршыв тата республика ертÿлĕхне шурă халатлисене хушма тÿлев уйăрнăшăн тав тăвать. «Хĕрлĕ зона» уçăлнăранпах вĕсен уйрăмĕнче 10 койка-вырăн мĕн.

«Хĕрлĕ зонăра» чи йывăрри мĕн-ши?» «Чиртен сыхланмалли ятарлă костюм тăхăннăран çулла питĕ пăчăччĕ, сĕре шăрăхчĕ, маска тарлатчĕ. Йĕп-йĕпе тара ÿкеттĕм. Майĕпен хăнăхрăмăр», — калаçăва тăсрĕ анестезиолог-реаниматолог. Тухтăрсем маска, ятарлă перчатка тăхăнсан пациентсемпе мĕнле лараççĕ-ши? Çи-пуç чирлисене хăратмасть-ши? «Сиплев епле пулассин 50 проценчĕ пациентăн шухăш-кăмăлĕнчен килет, çавăнпа чылай чухне анестезиолог-реаниматологăн психолог вырăнĕнче те пулма тивет. Пациентсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Манăн вĕсене сывалаласси тухтăртан кăна мар, вĕсенчен хăйĕнчен те нумай килнине ăнлантармалла. Медицина препарачĕсем, паллах, пулăшаççĕ. Анчах пациентăн кăмăлĕ ялан сÿрĕк тĕк чир шала каять. Çавăнпа кашни пациент валлиех хăйне май психологи çăраççине шыратăп. Xушăран пациента хытăрах калама та тивет.«Атя,атя, тăрăш! Сана килте çывăх çынсем кĕтеççĕ. Юратнă çыннусене курма часрах сывал тетĕп», — ăнлантарчĕ тухтăр.

 

Источник: За победу

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

На сайт Ибресинского района

Система управления контентом
Чувашская Республика, Ибресинский район, с.Новое Чурашево, ул.Ленина, д.15
Телефон: 8(83538) 2-48-17
Факс: 8(83538) 2-48-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика