Кильдюшевское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ВАКЦИНАЦИРЕН ПĂРĂНАР МАР

29 января 2021 г.

Çакă инфекци çулне пÿлмелли, чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр шанчăклă мел

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарса лартас тĕллевпе ĕçлекен республикăри штаб ларăвĕнче Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăн чирлекенсен шучĕ кăштах ÿснине, телее, ун хыççăнах вĕсене сахалрах шута илнине палăртрĕ.

Çакна кура ковидлă койкăсен шутне те чакарма тытăннă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов палăртнă тăрăх, Канаш районĕн тĕп больницинче короновируспа чирлисене йышăнма пăрахнă. Малашне вăл черетлĕ режимпа ĕçлеме тытăнмалла.

Çак вăхăтчен республикăра килте сипленекен 11 пин ытла пациента тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтернĕ, коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕлекен прививкăна 3103 çын тутарнă.

Кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта 310 çын коронавируспа чирленĕ, 253-шĕ сывалнă, чирлисемпе хутшăнура пулнисем – 38 çын

Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Елена Прокопьева пĕтĕмлетнĕ тăрăх, Елчĕк, Шăмăршă, Шупашкар районĕсенче чирлекенсем нумай. Вĕсенчен ытларахăшĕ 18-29 çулсенчи çынсем. 65 çултан аслăраххисем хушшинче чирлекенсен шучĕ 15 процент чакнă. Сăмах май, кăрлач уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне районта 310 çын коронавируспа чирленĕ, 253-шĕ сывалнă.

Хальхи вăхăтра ОРВИ сарăлма тытăннă. Роспотребнадзор специалисчĕсем 226 объекта тĕрĕсленĕ, çитменлĕхсене пĕтерме ыйтса 208 хутчен предписани çырнă.

Елчĕкри тĕп больницăри вакцинаци пунктĕнче 110 çынна коронавирус инфекцийĕнчен хÿтĕлекен прививка тунă, нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче вакцинăна тата пысăк ушкăнпа кÿрсе килмелле.

Информаци политикин министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Кристина Майнина мобильлĕ ушкăнсен ĕçне хак пачĕ. Кăрлач уйăхĕн 15-21-мĕшĕсенче вĕсем 1405 тĕрĕслев ирттернĕ. «Ушкăнсем ятарлă приложенисемпе усă курса 27 пин ытла объекта çитнĕ, йĕркене пăхăнманнин 705 тĕслĕхне тупса палăртнă», – терĕ вăл. Кристина Андреева «Яндекс такси» компанипе килĕшÿ туни çинчен те аса илтерчĕ, çавна май тухтăрсем пациентсем патне тÿлевсĕрех кайса килме пултараççĕ.

…Коронавирус чирĕнчен сыхлакан прививкăна халĕ аслă ÿсĕмри çынсене, 55 çултан аслăраххисене те, тăваççĕ. Тухтăр-инфекционистсем шутланă тăрăх, вакцинаци туни – чиртен хÿтĕленмелли пĕртен-пĕр мел. Прививка тутарас тесен малтан заявка тăратмалла.

Ку ĕçе патшалăх пулăшăвĕсен порталĕ урлă тумалла, медицина учрежденийĕсен регистратурисенче тата 122 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа çырăнма пулать, тухтăрсем патĕнче те çырăнма пулать.

Республикăри вакцинаци центрĕн специалисчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, коронавируспа чирлесе ирттернисен тата антителăсем пуррисен прививка тутарма васкамалла мар – 6 уйăх тăхтамалла. Хăш категорири çынсен ăна вуçех тутармалла мар; 18 çула çитменнисен, йывăр чирпе аптăракансен, гриппа е ОРВИпе чирлекенсен прививка тутарма юрамасть.

Светлана АНАТОЛЬЕВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

Администрация Кильдюшевского сельского поселения

Чувашская Республика Яльчикский район  д. Кильдюшево, ул. 40 лет Победы, 20

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика