Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » КĔТНĔ УЯВ

15 января 2021 г.

КĔТНĔ УЯВ

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсен тапхăрĕ ачасемшĕн чи кĕтнĕ вăхăт.

Уявсем умĕн Чăвашпотребсоюз «Единая Россия» партин регионти уйрăмĕпе пĕрле çулсеренех «Ачасене – шоколад» акци йĕркелет. Кăçал та вăл хаваслă иртрĕ, кĕçĕннисене чылай савăнăç парнелерĕ. Ыр кăмăллăх акцине хутшăннисем тĕрлĕ кондитер изделийĕсем туянса тăлăх, инвалид, сахал тупăшлă тата ăнăçсăр çемьесенче çитĕнекен ачасене чăн-чăн асамлă уяв туса пачĕç. «Яльчикский коопторг» ООО директорĕ Эдуард Игнатьев тата Елчĕкри халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центр ертÿçи Евгения Михайлова шăпăрлансене пылак çимĕçе савăнăçлă лару-тăрура валеçнĕ май ăшă сăмахсем каларĕç.

Çавăн пекех кăçал районта «Елка желаний» марафон та ăнăçлă иртрĕ. Район пуçлăхĕ Алина Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, депутатсем çак акци вăхăтĕнче чылай ачана парнесемпе савăнтарчĕç.

Л.ПАВЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: «Елка желаний» акци вăхăтĕнче районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕ, Аслă Елчĕкри вăтам шкул директорĕ Николай Волков ачасене кучченеçсем панă самант.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика