Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурнăç çулне суйлама анне пулăшрĕ"

26 января 2021 г.

5 çулта чухнех эпĕ "Пукане" юрăпа Кивĕ Катекри культура çурчĕн сцени çине тухнă. Ун чухне манăн анне çакăнта ĕçленĕ. Куракансем хавхалантарни, çывăх çынсем çитĕнекен ăрура çак енлĕ пултарулăха сăнама пултарни малашлăхра пурнăç çулне суйласа илме пулăшнă та пулас,- тет паянхи кун районти централизациленĕ клуб системинче режиссер пулса ĕçлекен Анастасия Якушкина. Пиçсе çитнĕ чăн-чăн артист тесе çирĕплетме пулать халĕ сцена ăстине. Кĕске хушăрах Анастасия Витальевна тĕрлĕ енлĕ палăрма пултарчĕ.

Районти халăх театрĕнче Настьăна тĕп рольсене выляма сĕнеççĕ. "Анисса" драмăра вăл Эрнука, "Тинех лекрĕн капкăна" камитре Тарьене, "Морозко" юмахра Марфушăна, "Нехочуха" хайлавра Нехочухăна калăпларĕ. Артист пултарулăхĕ ăна кирек хăш сăнара та выляма май парать. Куракана хăй енне çавăрса вăл култарать те, йĕртет те, юрлаттарать те, алă çуптарать те.

Патăрьел халăх юрăпа ташă ансамблĕн хастар членĕ те А. Якушкина. Маларахри çулсенче ушкăнпа концертпа ăçта çеç кайман-ши?

"Ăраскал" эстрада ансамблĕн юррисене ялсенче кашнийĕнчех хапăлласа йышăннă. Халĕ те кĕтеççĕ вĕсене. Коронавирус пандемине пула çеç концертсем сайралчĕç. Онлайн мелĕпе пулаççĕ. Репертуарта чылай юрă. Ушкăнри Денис Ванин, Вероника Арланова, Анастасия Пузырникова тата Анастасия Якушкина шăрантараççĕ вĕсене.

Ăста специалист иртнĕ çулсенче культурăллă-массăллă мероприяти сахал мар йĕркеленĕ. Йĕкĕрешсен "Эсĕ вăл - эпĕ, эпĕ вăл - эсĕ" конкурсĕ куракансене килĕшнĕччĕ. Унăн "Тăван ялăм, савнă ял" уявсен сценарийĕпе те анлăн усă кураççĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин Çĕнтерỹ кунĕ тата Асăнупа хурлăх кунĕ тĕлне хатĕрленĕ театрализацисем те куракансене килĕшнĕ. Районти "Акатуй-Сабантуй" та вăл хутшăнмасăр иртместех.

Ĕçе тивĕçлипе туса пырас тесен илнĕ пĕлỹ, тавракурăма аталантарса пыни, ăс-тăна пуянлатса пыни те кирлĕ. Ку енĕпе те маттурах тесе калас килет Настьăна. Кивĕ Катекри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта 4 класс вĕренсе тухнă хыççăн хĕрача Шупашкарти Г. Лебедев ячĕллĕ лицея пĕлỹ пухма çул тытнă. Ун хыççăн И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн искусство факультетĕнче солист-вокалист пулма вĕреннĕ. Дипломлă специалист тỹрех тăван ене таврăннă. Районти культура çуртне ĕçе вырнаçнă.

Çемьере 4 ача çитĕнет Кивĕ Катекри Якушкинсен. Асли Нина Шупашкарта ĕçлет. Надьăпа Настя ялта. Кĕçĕнни Николай иккĕмĕш класа çỹрет.

Настьăн юрă юрлас ăсталăхĕ кукашшĕпе кукамăшĕнченех куçнă тесен те йăнăшмастăп пулĕ. Кивĕ Ахпỹртри Елена Макаровнăпа Николай Васильевич Каргинсем хăйсен уçă сассисемпе кирек хăш уявра та тыткăнлатчĕç. Вĕсен юррисене те ăша хывса юлнă мăнукĕ.

Уçă кăмăллăскер Анастасия Витальевна. Ăна аслă çулхисем, çамрăксем, ачасем хушшинче те курма пулать. Ачасен "Кукляндия", "Ералаш" театр коллективĕсемпе те ĕçлеме ỹркенмерĕ вăл. Паянхи кун çитĕнекен ăрăвăн "Музыкăпа театр искусстви", "Овация" клубĕсемпе ĕçлет.

Професси енĕпе йĕркелекен республика конкурсĕсене те хутшăнать Настя. 2019 çулта "Чи лайăх ĕçчен" тупăшура "Лидер творческих инноваций" номинацире палăрчĕ.

Квалификациллĕ, хăйĕн ĕçне ăста пĕлекен специалист халиччен мĕн тунипе лăпланса лармасть. Вăл интернет сетьне социаллă видеороликсем вырнаçтарать. Коронавирус пандемийĕ вăхăтĕнче "хĕрлĕ зонăра" ĕçлекен шурă халатлă çынсен ĕçне вырăна хурса хаклаканнине кăларнăччĕ тата ытти те.

Ĕçне хаклакан дипломсене, Хисеп тата Тав хучĕсене шутласа та кăлараймăн. Вĕсен шутĕнче Раççей Федерацийĕн культура министерствин, Крым Республикин патшалăх комитечĕн, Чăваш Республикинчи культура, наци тата архив ĕçĕсен министерствин дипломĕсем пур. Пĕрер те мар. Улатăр, Куславкка, ытти район администрацийĕсен, тĕрлĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн Хисеп хучĕсемпе те чысланă ăна.

Шутлатăн та тĕлĕнетĕн. Пултарулăхĕ тапса тăрать унра. Пĕччен сцена çинче юрланă чухне те, çынсен ушкăнĕнче пулнă чухне те кулă питĕнчен каймасть. Халăх хушшинче ăсталăхне туптать. Çакнашкал пултарулăхĕ пуртанах вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ те.

А. АСТРАХАНЦЕВА

 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика