Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олег Мешков - "Çулталăк меценачĕ-2020"

12 января 2021 г.

Районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине, культура аталанăвне пысăк тỹпе хывакансене, ыр кăмăллăха, спонсорла пулăшăва сарас тĕллевпе пысăк хастарлăх кăтартакан граждансене, предпринимательсене, организаци-предприятисене "Патăрьел районĕн çулталăк меценачĕ" хисеплĕ ятпа чысласси йăлана кĕчĕ.

Конкурса район аталанăвне хăйсен тỹпине хывакан, муниципалитет пĕрлĕхне аталантарма пулăшакан, ыр кăмăллăх акцийĕсене хутшăнакан, спонсорла пулăшупа пархатарлă ĕçсем тăвакан кирек мĕнле гражданин, предприниматель, организаци-предприяти те хутшăнма пултарать. Акă, 2016 - 2019 çулсенче çак сумлă ята Кзыл Камышра çуралса ỹснĕ "РЕМИСС" общество директорĕ Минхайдар Юсупов, Анат Чакă предпринимателĕ, "Лента" акционерсен обществин генеральнăй директорĕ Роза Иванова, Кзыл Чишмара çуралса ỹснĕ "ТАИФ" ушкăн компанин экономикăпа финанс енĕпе ĕçлекен генеральнăй директорĕн çумĕ Гузелия Сафина тата Ыхра Çырминчи фермер хуçалăхĕн ертỹçи, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Решид Санзяпов тивĕçнĕ.

Иртнĕ çулхи пĕтĕмлетỹпе "Патăрьел районĕн çулталăк меценачĕ - 2020" конкурс çĕнтерỹçи - Пăлапуç Пашьелĕнче çуралса ỹснĕ Олег Мешков.

Ентешĕмĕр Хусанти патшалăх медицина институтĕнче аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн ĕç стажне кунти хула больницинченех пуçланă. Каярахпа врач-стоматолог Патăрьелĕнчи тĕп больницăра ĕçленĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕнче интерн, ординатура практитисене ирттернĕ хыççăн стоматологи терапийĕн кафедрин ассисенчĕ пулса тăрăшнă.

 1997-2001 çулсенче - "АГРО-ИНВЕСТ" обществăн генеральнăй директорĕ, 2001-2011 çулсенче - Шупашкарти сăра пĕçерекен "Букет Чувашии" генеральнăй директорĕ, 2011-2016 - Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ - экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи комитечĕн председателĕ, 2016 çултанпа - "АГРО-ИНВЕСТ" обществăн директорĕ, 2017 çултанпа (пĕр вăхăтрах) - "Шупашкарти шур эрехпе ликер завочĕн" генеральнăй директорĕ.

Олег Мешков Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн V тата VI созыв депутачĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика