Алманчиковское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вунă кунлăх интереслĕ иртрĕ

29 декабря 2020 г.

Алманчăри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта обществăпа наука, искусство, технологи дисциплинисен вунă кунлăхĕ иртрĕ.

Коронавирус инфекцийĕ сарăласран мероприятисене санитари тата гигиена йĕркисене пăхăнса кашни класра уйрăмшар йĕркелерĕмĕр.

 Вунă кунлăх вăхăтĕнче вĕрентекенсем уçă уроксем, класс тулашĕнчи мероприятисем ирттерчĕç. А. Горбунова 9 класра обществознани урокĕ пачĕ тата улттăмĕшсемпе ỹкерес ăсталăхпа КВН йĕркелерĕ. С. Чихина историпе саккăрмĕш класра КВН йĕркелерĕ. Л. Абитова географипе çиччĕмĕшсене тавçăруллисемпе хаваслисен клубне чĕнчĕ.

 "Тĕнче пуриншĕн те пĕрре" тата "Çыннăн прави ачасен куçĕпе" ỹкерчĕксен выставки ĕçлерĕ. Кашни класрах "Раççей Федерацийĕн Конституцийĕ - патшалăхăн тĕп саккунĕ" класс сехечĕсем иртрĕç. Вунă кунлăха хастар хутшăнакансем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Мероприятисем çỹллĕ шайра, вĕрентỹ стандарчĕпе килĕшỹллĕн иртрĕç. Вĕрентекенсем уроксемпе мероприятисене методика тĕлĕшĕнчен кăсăклă йĕркелерĕç. Компьютерпа туллин усă курчĕç. Вĕсене ачасене кăмăлтан явăçтарчĕç.

А. ГОРБУНОВА, шкулти методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429368 Чувашская Республика, Батыревский район, с.Алманчиково, ул.Центральная д.3
Телефон: 8(83532) 67-0-39
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика