Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнелет тăван тавралăх

25 декабря 2020 г.

 "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕ" ("Жилье и городская среда") федераци проекчĕн "Хула хăтлăхне йĕркелесси" ("Формирование комфортной городской среды") регионти проектăн витĕмĕпе 2019 çулта Хирти Пикшик ялĕнчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк умĕнче сквер уçрĕç. Çак вырăнта тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе 4 миллион та 218 пин тенкĕлĕх строительство ĕçне пурнăçланă.

 Хаклав

Ф. ЧИНКИНА, Пикшик ял тăрăхĕн депутачĕ:

 - Ял ырă енне улшăнса, аталанса пыни пуриншĕн те кăмăллă. Акă, иртнĕ çул пирĕн ялти палăк умĕнче хулари евĕр капăр сквер хута ячĕç. Çакă ял çыннисене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунă ятпа 75 çул çитнĕ ятпа парне вырăннех пулчĕ. Мĕншĕн тесен мирлĕ пуласлăхшăн кашни çемьерен тенĕ пекех арçынсем (хĕрарăмсем те) тăшманпа çапăçма тухса кайнă.

Паян сквер - ял илемĕ, мăнаçлăхĕ. Хирти Пикшике аякран килекен ентешĕмĕрсем те яла пырса кĕнĕ çĕрте вырнаçнă скверта чарăнмасăр, палăк умĕнче пуç таймасăр иртсе каймаççĕ. Çулла вара кунта брусчатка сарнă тротуарпа утса çỹреме те, саксем çинче канса ларма та кăмăллă. Хăтлăх хуларинчен пĕрре те кая мар. Йĕри-тавра эрешленĕ тимĕр карта. Çывăхрах çак таврара пурăнакан шăпăрлансене выляса киленме пĕчĕк лапам илĕртет. Унчченсенче çак уçă вырăнта кĕркунне-çуркунне пылчăк çăрăлатчĕ. Халĕ вара вăл ял çыннишĕн саваплă вырăн, кану паркĕ пулса тăчĕ. Çулсеренех ялсене çĕнелме, аталанма пулăшакан наци программисем пурнăçа кĕни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вырăнти ял тăрăхĕсем патшалăх сĕнекен проектсене хутшăнни вара ял халăхне те хавхалантарать. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика