Шыгырданское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырлăх та, пурлăх та хăй тĕллĕн пулмĕ

25 декабря 2020 г.

Патăрьел районĕ ялсенчи инфратытăма çĕнетес, халăха хавхаланса пурăнма, ĕçлеме, канма хăтлă услови туса парас тĕллевпе наци проекчĕсене тата тĕрлĕ программăна пурнăçа кĕртессипе, халăх хастарлăхĕпе туллин усă курассипе республикăра ырă тĕслĕхлĕ. Çакна та палăртса хăвармалла: 2020 - 2025 çулсенче Юхмапа Пăла тăрăхне аталантармалли комплекслă программăпа килĕшỹллĕн инфратытăмпа çыхăннă 102 проекта, 58 коммерци проектне пурнăçа кĕртмелле. Ĕçсене пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕн 61 проценчĕ федераци хыснинчен, 39-шĕ республика бюджетĕнчен каймалла. Унсăр пуçне пурнăçламалли 400 миллион тенкĕлĕх коммерци проекчĕсем те халăх ырлăхĕшĕн тăвакан ĕçсемпе çыхăннă.

Патшалăх паракан пулăшупа районти ял тăрăхĕсем хастар усă курма тăрăшаççĕ. Шăнкăртам ял тăрăхĕ - чи кăтартуллисенчен пĕри. Акă мĕн пĕлтерчĕ кун пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Минсур Валитов:

- Чăн малтанах çакна палăртса хăварасшăн. Ялта ырлăх та, пурлăх та хăй тĕллĕн пулмасть. Паянхи кун вĕсене пурнăçа кĕртме пĕрлĕх кирлĕ. Кирек мĕнле ĕçре те влаçпа халăх хушшинчи ăнланулăх пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял тăрăхĕнче кашни çулах мĕнле те пулсан проекта, патшалăх программине явăçса ял илемне кĕртме, халăх сĕнекен ыйтусене пурнăçлама тăрăшатпăр. Ватăсем калашле, пĕччен сурнипе кỹлĕ тăваймăн. Ял çыннин хăтлă пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене аксакалсен канашĕпе, хисеплĕ ĕç ветеранĕсемпе, уйрăм хастарсемпе, предпринимательсемпе, мăсăльмансен тĕн управленийĕпе сỹтсе явни те ырă пĕтĕмлетỹ тума, ĕçе кал-кал йĕркелеме пулăшать.

 2020 çул пирĕншĕн маларахрисем пекех ăнăçлă пулчĕ. Кăçал эпир икĕ наци проектне хутшăнтăмăр. Чи пысăк ĕçсенчен пĕри - "Вĕрентỹ" наци проекчĕпе килĕшỹллĕн Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул çумĕнче 120 вырăнлă хушма здание тума пикенни. Объект "Ку чухнехи шкул" регионти проектпа пурнăçланать.

Вĕренỹ учрежденийĕн виçĕ хутлă хушма зданине тума федераци, республика тата район хыснисенчен 108 миллион тенкĕ ытла уйăрнă. Вăтам шкулăн хушма çуртне 2021 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче хута ямалла. Ун чухне ялта икĕ сменăпа пĕлỹ илес ыйту та татăлĕ. Подряд организацийĕ - "Булат" общество. Кунта хальхи вăхăтра та хĕрỹ ĕç пырать.

Тепĕр проект "Пурăнмалли çурт-йĕр тата хула хăтлăхĕпе" çыхăннă. Çул хĕрринче вырнаçнă "Халăхсен туслăхĕ" çамрăксен паркне федераци тата республика проекчĕсене пурнăçа кĕртсе "Каскад" строительство компанийĕ" общество икĕ миллион тенке яхăн ĕç пурнăçласа кунта тата ытларах хăтлăх кĕртрĕ. Сăмах май каласан, çемье çавăракан кашни мăшăр çак вырăнта хăйсен уяв савăнăçне тăван-пĕтенĕпе пайлать, ял илемĕпе киленет, ватăсенчен пил илет. Кунтах ял уявĕ, ытти культура мероприятийĕ те иртет, çулла аякран килнĕ артистсем ял халăхне концертпа савăнтараççĕ тата ытти те. Маларахри çул вара эпир федераци программипе паркри сцена çумне хушма хăтлăх, аппаратурăна хумалли пỹлĕм турăмăр, картасене çĕнетрĕмĕр.

 Паянхи кунпа çеç лăпланса, çырлахса пурăнма çук. Çакна тĕпе хурса патшалăх ял çыннин пурнăçне ырă енне улăштарас тĕллевпе кăларнă программăсем сахал мар. Вĕсемпе малашне те тухăçлă усă курасшăн. Ял тăрăхне çывăх çулсенче аталантармалли комплекслă программа та калăпăшлă. Çак кунсенче район администрацийĕнче шăпах ял тăрăхне аталантармалли программăсемпе паллаштартăмăр.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çулталăк пуçламăшĕнче пирĕн ялта пулнă май, ытти ыйтупа пĕрлех Шăнкăртамра физкультурăпа спорт комплексĕ пирки те сăмах пуçарчĕ. Ялта бассейнлă спорт комплексне тăвас ыйту 5-6 çул каяллах хускалнă. Ăна тытса тăма çулталăка 7-8 миллион тенкĕ укçа кирлĕ. Ял тăрăхĕ ыйтăва хăй вăйĕпе татса парайманнине шута илсе спорткомплекса бассейнсăр тума йышăннă. Çак объекта Патăрьел районĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн 2020-2025 çулсенчи комплекслă программине кĕртнĕ, 2021 çулта пирĕн ялта та ФСК тума пикенĕç. Ку çамрăксене çеç мар, ыттисене те спортпа, физкультурăпа ытларах явăçма, сывă пурнăç йĕркине тĕп вырăна хума май парĕ. Паллах, урамсене хăтлăх кĕртесси, халăха хăрушсăрлăхпа вĕсен ыйтăвне тивĕçтересси - малтанхи пекех ял тăрăхĕн тĕп тĕллевĕ.

А. НИКОЛАЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429360 Чувашская Республика Батыревский района с.Шыгырдан, ул.Ленина, д.37
Телефон: 8(83532) 63-2-37
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика