Малотаябинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Олег Николаев штабĕ уçăлнă

18 июля 2020 г.

Олег Николаев штабĕ уçăлнă

Республикăри хуласемпе ялсенче утă уйăхĕн 13-16-мĕшĕсенче Олег Николаевăн Халăх штабĕсем уçăлнă. Юнкун Елчĕкре йĕркеленнĕ вăл.

Штаб координаторĕ Леонид Кошкин пĕлтернĕ тăрăх, асăннă мероприяти паянхи вăхăт требованийĕсемпе çыхăннă – çынсем позитивлă улшăнусем кĕтеççĕ. Улшăнусене вара Олег Николаев ячĕпе çыхăнтараççĕ.

Халăх штабĕнче кирек хăш суйлавçă асăннă кандидатшăн алă пусма пултарать. Çак утăма районта чи малтан Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека директорĕ Роза Молодова тата Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи Владимир Власов пенсионер турĕç.

– Олег Николаев кризисран тухмалли, социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне çĕнĕ шая çĕклес тĕлĕшпе хатĕрленĕ конкретлă ĕçсен программине тăратнă ĕнтĕ, – пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Молодова. – Малтанхи уйăхсенчех, регион пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулнă май, пандемипе çыхăннă кăткăс лару-тăрура та пурне те пĕр тĕллев патне пĕтĕçтерес енĕпе çирĕп ăнтăлу тата ăсталăх кăтартрĕ. Унăн ертÿлĕх ĕçĕнчи опычĕ пысăк – вăл пултарать.

– Олег Николаев агропромышленность комплексне витĕмлĕ пулăшу пама пуçлани куç кĕретех, – калаçăва хутшăнать тивĕçлĕ канури Владимир Власов. –Унăн пуçарăвĕпе уйрăм хушма хуçалăхра ĕне усракансене субсиди парассине вăя кĕртнĕ. Çынсем ку пулăшупа усă курнă та ĕнтĕ. Çавăн пекех ял хуçалăх техники туянма субсиди виçине ÿстерме пăхнă, вырăнта тавар туса кăларакансен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе комиссисем йĕркеленĕ.

«Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕ Николай Малышкин:

– Олег Николаев Чăваш Ен Пуçлăхĕн суйлавне ирĕклĕ кандидат пулса – хăйĕн кандидатурине хăй тăратнă май хутшăнать. Вăл регион аталанăвĕшĕн ĕçлессинче пĕтĕм партисене пĕтĕçтерес тĕллевпе ертÿçĕн паха енĕсене кăтартрĕ. Çак тĕллевпех республикăра «Вместе. Пĕрле» юхăма йĕркеленĕ. «Пĕрлĕхре – вăй», – тенĕ мĕн ĕлĕкрен чăвашсем. Олег Николаев ялтан тухнă, халăхра калашле «çĕртен тата сухаран» Чăваш чĕлхипе уççăн калаçать, кунта пурăнакансене, вĕсен проблемисене лайăх пĕлет.

Юнкуна, Олег Николаевсăр пуçне, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ пулма тăратнă кандидатсен йышĕ 11 çынна çитнĕ. Вĕсем те суйлав кампанине пикеннĕ ĕнтĕ. Александр Андреев /КПРФ/, Сергей Матвеев /«Патриоты России»/, Николай Степанов /«Российская партия пенсионеров за социальную справедливость»/ тата ытти кандидатсем те хăйсен штабĕсене йĕркелес шухăшлă.

 

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д.Малая Таяба, ул.Новая, д.17
Телефон: 8(83549) 60-8-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика