Малотаябинское сельское поселение Яльчикского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак арăмне - свидетельство

11 ноября 2020 г.

Салтак арăмне - свидетельство

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсен тата вĕсен çемйисен членĕсен ирĕкĕсене хÿтĕлес, Раççей Федерацийĕн «Ветерансем çинчен» тата Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2008 çулхи май уйăхĕн 7-мĕшĕнчи «1941-1945 çулĕсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» указĕсем районта ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

Çурт-йĕр тума е туянма пĕр хутчен паракан свидетельствăна /тÿлев виçи 1406196 тенкĕпе танлашать/ Кĕçĕн Таяпа ялĕнче пурăнакан салтак арăмĕ Вера Николаева тивĕçнĕ. Свидетельствăна Вера Васильевнăна савăнăçлă лару-тăрура райадминистрацин пуçлăхĕ Леонард Левый панă.

Паянхи кун тĕлне асăннă тÿлеве илес текенсен черетĕнче тăнă кашни çынна пулăшупа тивĕçтернĕ.

Вера Николаева ĕмĕрне тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та пушă ларман вăл, ялти шкулта тирпейлÿçĕре вăй хунă. Мăшăрĕпе Василий Николаевич Николаевпа ачисене тивĕçлĕ ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Тыл, ĕç ветеранĕ ятсене те тивĕçнĕ.

Е.ПЕТРОВА

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
Чувашская Республика, Яльчикский район, д.Малая Таяба, ул.Новая, д.17
Телефон: 8(83549) 60-8-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика