11 декабря 2020 г.
Ирина Оленкина (Иванова) Ҫĕнĕ Шелттем ялĕнче ҫуралса ӳснĕ. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнче аслă пĕлӳ илнĕ. Пĕр вăхăт ЧР Наци библиотекинче ĕҫленĕ. Литература музейĕн директорĕ тивĕҫлĕ канăва тухсан тилхепене Ирина Вячеславовнăна шанса панă.
- Музей маншăн тăван кил пекех ҫывăх. Кунта эпĕ хамăн юратнă ĕҫпе пурăнатăп, ĕмĕтсене пурнăҫлатăп. Ҫынсене юратмасан пултарулăха аталантарма ҫук,- тет Ирина.
Ирина Оленкина икĕ ача амĕшĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ Юрий ҫамрăклах пурнăҫран сарăмсăр уйрăлнă.
- Хамăн телее ачасенче куратăп. Вĕсемшĕн пурăнатăп. Ывăлăмпа хĕрĕме ҫĕршыва юрăхлă ҫитĕнтерес килет.
Ача чухне артис пулас ĕмĕт пуҫран каймастчĕ. Анчах шкул пĕтерсен ҫак профессине вĕренмешкĕн май пулмарĕ.
Ҫавăнпа та Литература музейĕнче ĕҫленĕ май кунти пӳлĕмсенче килĕшӳ сывлăшĕ хуҫалантăр тесе тăрăшатăп, - тет калаҫăва тăсса Ирина Вячеславовна.