04 декабря 2020 г.
Пирĕн районта Раҫҫей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Думин Финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕҫлекен комитечĕн председателĕ, Чăваш Республикин Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков, Чăваш Ен Пуҫлăхĕн пулăшуҫи Олег Моляков ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулчĕҫ.
Хăнасене район администрацийĕн пуҫлăхĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Виталий Ивановпа Петр Краснов кĕтсе илчĕҫ. Ĕҫлĕ ҫул ҫӳрев «Пионер» агрофирма» ООО-ран пуҫланчĕ.
Предприяти директорĕ Николай Николаев хуҫалăх территорийĕнче экскурси ирттернĕ.
Унтан вырăнта туса илекен пыл продукцине ирпейлессипе ĕҫлекен «Мелилотус» предприятипе паллашрĕҫ. Продукци «Чăваш пылĕ» брендпа сутлăха тухать.
Канаш лестничествинче ĕҫлĕ ушкăна Дамир Юнусов директор лăсăллă йывăҫсен вăррисене йĕкел ăшĕнчен кăлармалли технологине кăтартрĕ.
Пĕтĕмлетӳ канашлăвĕ районти культура ҫуртĕнче пулчĕ.
Первоисточник: Канаш ен