Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье хаклăхне упрама вĕрентетпĕр

05 декабря 2020 г.

Çемьери хутшăнусен çирĕплĕхне туйма, аттепе анне ачасемшĕн тĕрев те шанчăк пулнине палăртса хăварма вĕрентекенсем чылай мероприяти туса ирттереççĕ. Нумаях пулмасть иртнĕ аннесен Кунĕ шайĕнче кашни шкултах кăсăклă та ăшпиллĕ куравсемпе тĕлпулусем, уяв программисем йĕркеленĕ.

Урхас Кушкăри вăтам пĕлÿ паракан шкулта виççĕмĕш класра вĕренекенсем аннесене халалласа эрне хушши тĕрлĕ программăсем ирттерчĕç. Чи малтанах «Манăн аннен профессийĕ» ятлă класс сехечĕ иртрĕ. Çавăн пекех ачасем «Аннен амăшне, кукамая, çав тери юрататăп» темăпа сочинени çырчĕç. «Анне валли – «пиллĕк» паллăсем акци йĕркелени виççĕмĕш класра вĕренекенсем валли çав тери курăмлă пулчĕ. Эрне хушшинче 143 «пиллĕк» паллă «вĕçрĕ» ачасен дневникĕсене. Уйрăмах ку акци шайĕнче М. Никифорова, Д. Кольцова, Е. Карпов, Р. Перанов палăрчĕç.

«Тĕнчери чи юратнă çын валли» ятпа йĕркеленĕ ал ĕçĕсен куравĕ ачасен творчествă шухăшлавне тĕпчеме пултарчĕ. Кашни вĕренекен тĕрлĕ тĕслĕ хутран хăйне евĕрлĕ панно ăсталарĕ. Ашшĕ-амăшĕпе ачасен пĕрлĕхне палăртма килте хатĕрленĕ апат-çимĕç куравне йĕркелерĕмĕр.

Эрнене пĕтĕмлетсе чи хаклă та юратнă çынсене сăвăсемпе юрăсенчен, ташă композицинчен тăракан концерт программи парнелеремĕр.

Л. ИВАНОВА, класс ертÿçи.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429560, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Октябрьское, ул. Советская, 15
Телефон: 8(83542) 29424
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика