Туруновское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сусăрсене тимлĕх уйăрар

08 декабря 2020 г.

 ИРТНĔ эрнере Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ пулчĕ. Календарьти çак паллă пире хамăрпа юнашар пурăнакан сусăрсене, сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак çынсене кулленхи пулăшу памаллине, тимлĕх уйăрмаллине тепĕр хут аса илтерет. Инкек никамшăн та ют пулмалла мар. Пирĕн районта та çак ушкăна кĕрекен çынсем сахал мар. Вĕсем хăйсен çирĕп кăмăлĕпе, хастарлăхĕпе спорт, культура мероприятийĕсене, тĕрлĕрен конкурса та хутшăнаççĕ, хаçат-журнал, кĕнеке нумай вулаççĕ тата ытти те. Кăçал коронавирус чирĕ малалла сарăласран асăрханса сусăрсемпе уяв кĕрекине пуçтарăнса паллă туман. Апла пулин те ял тăрăхĕсенче вĕсемпе чуна уçса калаçмалли майсем тупнă. Акă, Тăрăн ял вулавăшĕнче тăрăшакан Н. Мазякова библиотекарь Ю. Аканов иккĕмĕш ушкăн инваличĕпе онлайн мелĕпе çыхăннă, ăна çĕнĕ кĕнекесемпе паллаштарнă, пурнăçĕ пирки ыйтса пĕлнĕ. Сăмах май каласан, Юрий Дмитриевич районти тĕп библиотекăра художникра та тăрăшнă. Çавăнпа та кĕнеке тĕнчи уншăн питĕ çывăх. Алманчă ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Киргизов вара ялта пурăнакан сусăрсемпе килĕсене кайсах сывлăхĕпе, мĕнле пулăшу кирлипе кăсăкланнă. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429350 Чувашская Республика Батыревский район д.Малое Батырево, ул.Крепкова,д.1
Телефон: 8(83532) 62744
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика