Новоахпердинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ывăлĕпе тивĕçлипе савăнать

04 декабря 2020 г.

Пуçламăш классене пĕлỹ паракан вĕрентекенĕн ачасен учителĕ те, "амăшĕ" те, çывăх юлташĕ те пулмалла. Унсăрăн çитĕнекен ăрăва çивĕч ăс-тăн пама, пĕр-пĕрин хушшинчи туслăха çирĕплетме хăнăхтарма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтарма кансĕртерех пулĕччĕ. Шăпах çак енсене тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшать те Çĕнĕ Ахпỹртри виççĕмĕш классене вĕрентекен Л. Долгова.

Любовь Николаевна педагогика анине ура пуснăранпа 36 çул çитет. Маларах вăл Татмăшри 8 çул вĕренмелли шкулта 7 çул ĕçленĕ. Реструктуризаци хыççăн Кивĕ Катекри пуçламăш-шкул сада куçнă. Иртнĕ çултан вара кỹршĕ яла та çỹрет.

Çак хушăра вĕрентекен миçе ачана воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларман-ши? Çав вăхăтрах килте икĕ хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Аслисем çунат хушса вĕçнĕ ĕнтĕ. Кĕçĕнни вара çак кунсенче çар ретĕнчен килчĕ.

Любовь Николаевнăн Анне кунĕнче савăнăç çине савăнăç пулчĕ. Владислав Конституци тивĕçне пурнăçласа таврăнчĕ. Çар командованийĕнчен тав çырăвĕ те çитрĕ. Акă мĕн çырнă унта: "Хисеплĕ Любовь Николаевна! Сирĕн ывăлăр çар чаçĕн патруль ротинче тăнă май хăйĕн тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланине пĕлтеретпĕр. Çар хатĕрленĕвĕнче те лайăхпа палăрать Владислав. Коллективра авторитетлă, аслă юлташĕсемпе командирсене хисеплет. Вăл ыттисемшĕн тĕслĕхлĕ.

Сире çĕршыв хỹтĕлевçине тивĕçлĕ воспитани парса ỹс- тернĕшĕн тав тăватпăр Унпа мухтанма пултаратăр".

Кукамăшĕшĕн, аппăшĕсемшĕн те чуна ăшăтакан хыпар пулчĕ çакă.

 Çар ретне тăриччен илнĕ пĕлỹ те пулăш кỹнĕ салтака. Маларах Владислав электромеханика колледжĕнче техник специальноçне алла илнĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429353, Чувашская Республика, Батыревский район, с.Новое Ахпердино, ул.Ленина, д.46
Телефон: 8(83532) 66639
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика