Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлĕхре – вăй

18 ноября 2020 г.

 

Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакансемшĕн чÿк уйăхĕн 14-мĕшĕ асра юлмалли паллă кун пулчĕ.

Яла пырса кĕрекен çул хĕрринчех, Аслă Пăлан çыранĕ çумĕнче, ял паллине кăтартакан стела уçрĕç. Уява Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Тихонова уçрĕ. Вăл çак пархатарлă ĕçе пуçарса янă Г.Зайцева, Г.Баранова, А.Смирнова, Н.Головина тав сăмахĕ каларĕ. Укçа-тенкĕпе пысăк пулăшу панă ял çамрăкĕсене те ырăпа аса илчĕ. Харсăррисен йышĕнче – А.Портнов, И.Тарасов, А.Васильев, В.Портнов, А.Петров, Б.Матвеев, О.Баранов тата ыттисем. Ю.Борисов хăйĕн бригадипе стелăна хăпартса лартрĕç. Н.Деомидовпа Л.Шахеев ăстаçăсем тимĕрпе эреш ĕçĕсене пурнăçларĕç. Куполсем туса хăпартма Патăрьел районĕнчи Тури Туçара ĕçлекен Николай Марков протоиерей пулăшрĕ. Кĕлĕ туса тасатма Елчĕк чиркĕвĕн настоятелĕ, благочиннăй тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Сенькин протоиерей, Лаш Таяпари чиркÿ настоятелĕ Силуан Козлов иеромонах, Аслă Пăла Тимешри чиркÿн настоятелĕ Алексей Павлов иерей хутшăнчĕç. Ялти ватăсен ячĕпе ветерансен канашĕн председателĕ З.Портнова тав сăмахĕ каларĕ.

Уява хутшăннисене А.Смирнов уйрăм предприниматель хăйĕн лавккинче тулăх кĕрекене пуçтарчĕ. Йышпа тытăнсан кирек мĕнле ĕç те тума пулнине палăртрĕ ял-йыш.

Уява А.Портнова вĕрентекен ертсе пычĕ.

З.ПЕТРОВА.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика