ПОЛЕВОСУНДЫРСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ

                              Официальный сайт

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пуçаруллă пулсан ялсем илемленеççĕ

17 ноября 2020 г.

Республикăра, çавăн пекех пирĕн районта та пуçарулăх бюджечĕн программипе хатĕрленĕ чылай проектсем пурнăçланаççĕ. Çак программа ĕçлеме пуçланăранпа ял çыннисене пăшăрхантаракан чылай ыйтăва татса пама май килнĕ.
Инициативлă бюджет вырăнти йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшакан чи курăмлă мелсенчен пĕри пулса тăчĕ. Вăл ял çыннисене те вырăнти хăйтытăмлăх ĕçне хутшăнтарать, тĕрлĕ ыйтусене пĕрле татса парассине явăçтарать. Чылай чухне ялсенчи пухусем вăхăтĕнче халăх вăл е ку çитменлĕх, пăшăрхантаракан самант çине тимлĕх уйăрать, вырăнти ертÿлĕхрен пулăшу ыйтать. Шăпах çак çивĕч ыйтусене тĕпе хурса ятарлă проектсем хатĕрлесен, кирлĕ документсене пуçтарса пуçарулăх бюджечĕн программине хутшăнсан вĕсене вăраха ямасăр татса пама пулать.
Асăннă программа граждансен тĕрлĕ енлĕ пуçарăвĕсене шута илет. Унпа килĕшÿллĕн социаллă объектсене тĕпрен юсама, урамра электричество çутисем вырнаçтарма, вырăнти çулсене сарма тата юсама, ача-пăча лапамĕсем йĕркелеме, культура, вĕренÿ, физкультурăпа спорт объекчĕсене юсаса йĕркене кĕртме тата обществăлла инфратытăма аталантаракан ытти ĕçе тума пулать. Проекта ял çыннисен сĕнмелле е суйламалла. Ăна пурнăçа кĕртмелли укçа-тенкĕ вара темиçе çĕртен пуçтарăнать. Тĕп пайĕ республика бюджетĕнчен килет. Унсăр пуçне муниципалитет бюджетĕнчен те проекта пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ хушаççĕ. Çавăн пекех уйрăм граждансен те çак проект чăннипех кирлине палăртса укçан пĕр пайне пухмалла.
Районта пуçарулăх бюджечĕн программипе усă курса тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаççĕ. Кăçал, сăмахран, ял çыннисем пуçарнипе 34 проект пурнăçа кĕнĕ. Вĕсене валли пурĕ 12 миллион ытла тенкĕ кайнă. Çав шутра республика бюджетĕнчен 7 миллион ытла тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран 3 миллион ытла тенке çак проектсене пурнăçлама панă. 1,8 миллион тенки — ял çыннисемпе юридици сăпачĕсем пуçтарнă укçа.
«Инициативлă бюджет» программăпа усă курса кăçал Кивĕ Сĕнтĕр, Комсомольски, Васильевка, Кĕçĕн Каçал, Çĕнĕ Шăхран, Урмаел ялĕсенчи çулсене юсанă, Васильевка, Кĕçĕн Çĕрпÿел, Вăрманхĕрри Чурачăк, Тукай, Чĕчкен, Урмаел ялĕсенчи масарсене тирпей-илем кĕртнĕ, Асанкасси, Янкасси, Йÿç Шăхаль ялĕсен масарĕсем патне пымалли çулсене юсанă. Çавăн пекех Йăлмахва, Нĕркеç, Çĕнĕ Мăрат, Урмаел, Тукай Мишер, Хырхĕрри тата Кĕтне Пасар ялĕсенче ача-пăча тата спорт площадкисем вырнаçтарнă. Унсăр пуçне Хирти Шăхасан тата Аслă Чурачăк ялĕсенчи культурăпа кану паркĕсене тирпей- илем кĕртнĕ, Хирти Ĕнел тата Шурут ялĕсенчи пĕвесене тасатнă, Тĕвенеш тата Шурут-Нурăс ялĕсенчи кĕперсене юсанă. Çак программăпа усă курса районти хăш-пĕр ялсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене асăнса лартнă палăксене юсаса çĕнетнĕ, урамсенчи çутăсене улăштарнă.
«Инициативлă бюджет» программа вырăнти йывăрлăхсене кĕске хушăрах татса пама пулăшни куçкĕрет. Акă, кăçал çеç мĕн чухлĕ ĕçе пурнăçлама май килнĕ, çитес çул та çак программăпа усă курма пулĕ. Халăх пуçаруллă пулсан, вырăнти çивĕч ыйтусем çине алă сулмасăр вĕсене татса пама тăрăшсан паянхи кун лару-тăрăва лайăх енне улăштарма, ял урамĕсене, обществăлла вырăнсене хăтлăлатма пулатех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика