Бикшикское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăрăшсассăн ял-йышпа, тирпей пулĕ таврара

17 ноября 2020 г.

 Çак кунсенче Кĕçĕн Арапуçсем нимене пуçтарăннă. Яла пырса кĕнĕ вырăнта хăрнă йывăçсене, хыт-хурана тирпейленĕ, каснă, пуçтарнă. Ял старости Павел Маркиданов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, субботника ватти те, çамрăкки те йышлăн хутшăннă. Халĕ унта çуркунне ял халăхĕпе кар тăрса çамрăк хунавсем лартса хăварма шутланине те пĕлтерчĕ Павел Алексеевич.

- Хамăр ял тирпейĕшĕн хамăрăнах тăрăшмалла. Çакăнта эпир ỹснĕ, çитĕннĕ, кунтах тĕпленнĕ, ĕçлесе пурăнатпăр. Пирĕнсĕр пуçне тăван тавралăх илемĕшĕн камăн тăрăшмалла-ха? Паллах, хамăрăнах,- ыйтăвне те, хуравне те хăех пачĕ староста. Ун хыççăн ытти ĕçсемпе те кĕскен паллаштарчĕ.

Ялта, унăн таврашĕнче, масар çинче субботниксем ирттересси ырă йăлана кĕнĕ. Кăçал çеç вĕсем тăванăмăрсем ĕмĕрлĕх канлĕх тупнă вырăнта пилĕк хутчен субботник йĕркеленĕ. Çывăх кунсенчех Кĕçĕн Арапуçсем халăх вăйĕпе яла кĕнĕ çĕре стела вырнаçтарасшăн. Ку ĕçе халăх пуçарулăхĕпе пурнăçлаççĕ.

Пикшик ял тăрăхне кĕрекен Кĕçĕн Арапуç ялĕ пĕчĕкех мар. Кунтан пирĕн ырă пуласлăхшăн кĕрешсе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă ентешсем те сахал мар. Кăçал Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ ятпа ялсене аталанма панă 100 пин тенкĕ пулăшу укçине çак ялсем шăпах палăк умне хăтлăх кĕртме усă курнă.

2020 çул Кĕçĕн Арапуçсемшĕн ытти ырă пулăмпа та асра юлĕ. Кунти клуба юсанă, Тĕп урама асфальт сарнă, халĕ çĕнĕ ФАП тăвассипе тимлеççĕ. Ял çĕнелни, пурнăç условийĕсем лайăхланни, сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсем хута кайни, культура çурчĕсене çĕнетни тата ытти те пурте халăх ырлăхĕшĕн, ял малашлăхĕшĕн пурнăçланă ĕçсем.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429351 Чувашская Республика Батыревский район д.Полевые Бикшики, ул.Административный центр, д.4
Телефон: 8(83532) 64-2-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика