Большечеменевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ушкăнпа ĕç ăнать

13 ноября 2020 г.

Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп тĕллевĕ - халăх интересĕсене хỹтĕлесси, ăна пурăнма, канма кирлĕ услови туса парасси.

Çапла пултăр тесен ял тăрăхĕн администрацийĕ депутатсемпе, старостăсемпе, ытти обществăлла организацисен представителĕсемпе, уйрăм хастарсемпе пĕр чĕлхе тупса ĕçлени кирлĕ.

Аслă Чемен ял тăрăхĕн çĕнĕ пуçлăхĕ Александр Чегаев хăйĕн ĕçне çакăнтан пуçларĕ, ял поселенийĕн пурнăçĕшĕн тăрăшакан мĕн пур вăя пĕрле пуçтарчĕ. Ĕçĕн малтанхи результачĕсем пирки те хавхаланса калаçма пултаратпăр. Акă, çак кунсенче çеç ял тăрăхĕн депутачĕ В. Фролов, С. Фролов индивидуаллă предприниматель пуçарулăхĕпе тата ертсе пынипе, халăхпа кар тăрса ку таранччен пурне те канăçсăрлантаракан пысăк ĕçсене туса ирттертĕмĕр. Аслă Чеменпе Тури Чакă ялĕсем хушшинчи кĕпер çынсене нумай çул ĕнтĕ пăшăрхантарнă. Çĕрĕшнĕ каçма ялта пурăнакансемшĕн ку таранчченех пысăк хăрушлăх кăларса тăратнă. Çак ыйтăва пухусенче те пĕрре мар хускатнă. Анчах кĕпер ыйтăвĕ çулсерен хыçа юлнă та юлнă. Ноябрь уйăхĕн пуçламăшĕнче вара ял пуçлăхĕпе калаçса татăлса юхăннă вырăна халăхпа тирпейлеме пикентĕмĕр. Кĕске тапхăртах кĕпере тĕпрен юсарăмăр, çул патне çитиччен пысăк бетон плитасем хутăмăр. Ун таврашне те тирпейлерĕмĕр. Ял çыннисем пĕринчен тепри хăпартланса, кăмăлтан тăрăшнине те палăртса хăварасшăн. Куллен 30-40ĕн хутшăнчĕç сăваплă ĕçе.

Унсăр пуçне халăх хастарлăхĕпех Аслă Чементи икĕ каçмана та йĕркене кĕртрĕмĕр. Паян унтан иртсе çỹреме те кăмăллă. Пĕрлехи вăйпа пурнăçламалли ĕç ял тăрăхĕнче сахал мар-ха. Чăн малтанах кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк çăрăлакан урамсене "çутта" кăлармалла. Масарсен таврашне тирпейлемелле, урамри çутă ыйтăвне татса памалла тата ытти те. Ĕмĕтсем пĕрлехи вăйпа, пĕр шухăшпа пурнăçламалли ĕçсем ял тăрăхĕнче çителĕклех. Малашне патшалăхăн тĕрлĕрен программине хутшăнса, наци проекчĕсене явăçса халăхшăн ырă ĕçсем тăвас туртăм тата вăйлăрах аталанасса шансах тăратпăр.

В. ФРОЛОВ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429363 Чувашская Республика Батыревский район село Большое Чеменево улица Ф.Туптова, дом №38
Телефон: 8(83532) 69-6-32, 69-6-43
Факс: 8(83532)69-6-43
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика