Балабаш-Баишевское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чун юратнă анне, кукамай, асанне паллă турĕ 100 çулхи юбилейне!

30 октября 2020 г.

ÇАК кунсенче Пăлапуç Пашьелĕнче пурăнакан Мария Васильевна Байдураева 100 çул тултарчĕ. Пысăк та паллă менельник ячĕпе ачисемпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем çеç мар, ял тăрăхĕн администрацийĕн, культура ĕçченĕсем те ĕç ветеранне саламлама çитнĕ. Кĕрекере Маюк аппана ăшă та ырă сăмахпа савăнтарнисĕр пуçне Зот Степанов ертсе пыракан ялти "Пашьел" фольклор ушкăнĕн хастарĕсем чăваш юррисемпе хавхалантарнă.

М. Байдураева çак яла Ишлĕрен качча килнĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчен аманса таврăннă Элекçейпе (йывăр тăпри çăмăр пултăр) çемье çавăрса пилĕк ача çуратса çитĕнтернĕ, аслă çул çине кăларнă. Паян асанне-кукамая тĕрлĕ сыпăкри 40 мăнукĕ савăнтарать! Кинемей вĕсене пурне те хăйĕн пек вăрăм ĕмĕрлĕ пулма, чыспа сума упрама пил парать. Сăмах май каласан, Маюк аппан Уçук йăмăкĕ те çак ялтах çемье çавăрнă. Вăл та аппăшĕ пекех вăрăм ĕмĕрлĕ, 96 çулта пырать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче паянхи куна пĕр ĕмĕр урлă каçнă 5 ватă пурăнать. Вĕсенчен иккĕшĕ - Пăлапуç Пашьелĕнчен. А. Агашева иртнĕ çул 100 çулхи юбилейне паллă турĕ. 

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429366 Чувашская Республика Батыревский район с.Балабаш-Баишево, ул.Кузнечнвя,д.2
Телефон: 8(83532) 64-9-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика