Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чире сарăлма парар мар

30 октября 2020 г.

Куратпăр ĕнтĕ, республикăра коронавирус сарăлассипе çыхăннă лару-тăру халĕ те çивĕч. Юлашки вăхăтра кашни кунах 60 яхăн чир ернĕ çынна шута илеççĕ, çак инфекцие пула пурнăçран уйрăлакансен шучĕ те ÿссех пырать. Лару-тăру пирĕн патра анчах мар, çĕршывĕпех йывăр. Çавна май Роспотребнадзор ертÿçи Анна Попова маска режимĕ тĕлĕшпе çирĕпрех йышăну тунă. Халĕ общество транспортĕнче тата магазинсенче кăна мар, çын нумай пулакан вырăнсенче те — çав шутра парковкăра, лифтра, таксире — маска тăхăнмалла. Çĕрлехи клубсене, савăнмалли мероприяти йĕркелекен ытти заведенисене 23 сехетрен пуçласа ирхи 6 сехетчен ĕçлеме чарнă.
Çынсем чару мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслеме районта мобильлĕ ушкăнсем куллен рейда тухаççĕ. Аса илтеретпĕр, общество вырăнĕнче маска тăхăнманни, алла супăньпе тăтăшах çуманни, дезинфекци туманни, дистанцие пăхăнманни коронавируса тата вăйлăрах сарăлма май параççĕ. Пирĕнтен кашниех йышăннă йĕркесене çирĕппĕн пăхăнсан инфекцие парăнтарма пулатех.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

 

 

Система управления контентом
429149, Чувашская Республика, д.Полевой Сундырь, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 30-2-46
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика