Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăç лартни – ырă ĕç

30 октября 2020 г.

Элпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансем çак кунсенче чăн-чăн пысăк сад пуçаруçисем пулса тăчĕç. Çак пысăк ĕç-хĕле ахальтен йĕркелемен. Аслă Отечественнăй вăрçăра Çĕнтерÿ пулнăранпа 75 çул çитнĕ ятпа сад лартма йышăннă.
Район пуçлăхĕ Ремис Мансуров, Элпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Расим Асеинов пуçарăвĕпе пурте пĕрле 100 тĕп ытла панулми йывăççи лартрăмăр. Çак ĕçрен никам та айккинче юлмарĕ. Администраци, культура, вĕренÿ, медицина, ял хуçалăх ĕçченĕсем, Хирти Явăшри тĕп шкул вĕренекенĕсем, ял тăрăхĕнче пурăнакансем пурте йывăç лартма тухрĕç. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçе пикенчĕç. Кам шăтăксене чавса пычĕ, теприсем панулми йывăççисене лартрĕç, виççĕмĕшĕсем хунавсене шăварчĕç. Сад лартма килнисем ĕçсĕр тăмарĕç. Вăхăт иртĕ, йывăçсем ÿсĕç, хăйсен çимĕçĕсемпе пурне те савăнтарĕç. Йывăç лартни ырă та пархатарлă ĕç. Ăна пурнăçласси йывăр мар. Çакна кашниех йĕркелеме пултарать, кăмăл çеç пултăр. Тавралăхпа пĕрле çутçанталăк та, этем те савăнать. Ĕмĕрех ешертĕр сад пахчи!
Н.ПАВЛОВА

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика