Чутеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                       

                                                                     

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттӑрсен ячӗсем яланах пирӗн асра юлӗç (Ял ĕçченĕ)

25 сентября 2020 г.

Паттӑрсен ячӗсем яланах пирӗн асра юлӗç (Ял ĕçченĕ)

Раҫҫей ҫарпа истори обществин (РВИО) Чӑваш Республикинчи уйрӑмӗн ӗҫ планӗ тӑрӑх

мемориал сооруженийӗсене юсаса ҫӗнетессипе тата тирпей ‒ илем кӗртессипе "Палӑксене юсасси - Тӑван çӗршыв геройӗсем ҫинчен сӑваплӑ асӑнӑва ӗмӗрлӗхех упрасси» конкурс йӗркеленӗ. Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ кун  эстафетӑн юлашки пӗтӗмлетӗвӗсене тунӑ.

       Чӑваш Енре 1678 мемориал объекчӗ шутланать. Республикӑн чылай районӗнче вырӑнти пуҫарусене тӗпе хурса общество инфратытӑмне аталантарасси ҫинчен калакан указпа килӗшӳллӗн  палӑксене  тӗпрен юсаса ҫӗнетес ӗҫе пуçӑннӑ.

          Чутей ял тӑрӑхӗнче çак пархатарлӑ ӗçе вӗҫленӗ те ӗнтӗ. Çӗнӗ Ишпуç тата Чутей  ялӗсенче Виктор Николаевич Алексеев ертсе пынипе «СВГ» ООО строительство организацийӗ ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Г.П.Куклов хатӗрленӗ проектпа  палӑксене юсаса çӗнетнӗ.

        Чутей ялӗнчи Мухтав монументне хӑй вӑхӑтӗнче «Кубнинский» совхоз директорӗ пулнӑ И.Я.Гурин тӑрӑшнипе 1990 ҫулхи çу уйӑхӗн 9 - мӗшӗнче уҫнӑ. Кӗркунне Çӗнтерӳ паркне хывса хӑварнӑ. Кунта шурӑ хурӑнсем, парка чӑрӑшсем, хитре çӑкасем тавралӑха илем кӳрсе лараççӗ.

   Çӗнетсе илемлетнӗ палӑк пысӑках мар кирпӗч стенаран тӑрать. Варринче - çӗнтерӳ орденӗ тата ҫакӑн пек ҫырса хунӑ: «Слава вам, храбрые, слава бесстрашные! Вечную славу поет вам народ. Доблестно жившие, смерть сокрушившие, память о вас никогда не умрет!» Аял пайӗнче - Ӗмӗрхи вут (Вечный огонь) ӳкерчӗкӗ.  "Вӗсен ячӗсем вилӗмсӗр" стела ҫине Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑн фрончӗсенче вилнӗ ял ҫыннисен хушамачӗсене (147), ҫавӑн пекех "Вӗсем Ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ" стела çине чӗрӗ таврӑнма тӳр килнисен ячӗсене (132) çырса хунӑ (Чутей ялӗнчен пурӗ 279 çын вӑрçа тухса кайнӑ). Постамент çинче – ылтӑн тӗспе сӑрланӑ ҫар ҫыннин палӑкӗ. Мухтав монуменчӗ вырнаçнӑ Ҫӗнтерӳ паркӗн территорийӗнче те тирпей - илем кӗртнӗ, палӑк умне чечексем лартса хӑварнӑ.

Ҫӗнӗ Ишпуç ялӗнчи пӗрремӗш палӑка 1987 ҫулта вӑрçӑра хӑюллӑ çапӑçнӑ ентешсене  асӑнса лартнӑ. Авторӗ - Епифан Журавлев.  Çӗнӗ палӑк çинче – 1941-1945çç.  Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ ял  ҫыннисен хушамачӗсем. Ялтан 145 ҫын фронта тухса кайнӑ, 76-шӗ çапӑçу хирӗнче пуçӗсене хунӑ. Икӗ ялта та палӑксем тавра ҫӗнӗ тимӗр карта ҫавӑрнӑ.

      Палӑксене, вӗсен таврашне йӗркене кӗртнине курма питӗ кӑмӑллӑ. Хамӑр тунӑ ӗç çине  пӑхса ытарма çук. Чун савӑнать.  Ял ҫыннисем те, хӑнасем те ял илемӗпе палӑксем ҫине пӑхса киленме пултараҫҫӗ. Ку сӑваплӑ ӗç, паллах, Чутей ял тӑрӑхӗн пуçлӑхӗ Григорий Петрович  Куклов тӑрӑшнипе, çине тӑнипе пурнӑçа кӗчӗ.

  Палӑртса хунӑ ӗç татах та нумай - ха. Ача – пӑча, çитӗннисем валли канмалли кӗтес, ашшӗ – амӑшӗ  пӗчӗк пепкисемпе, аслашшӗ – асламӑшӗсем  мӑнукӗсемпе уçӑлса çӳремелли вырӑн тӑвасшӑн. Çӑл кассинчи çырмара пӑрӑхран шыв юхса анать. Ял халӑхӗ çак тарӑн вар урлӑ тепӗр касса каçса çурет. Çӑл çывӑхне шыв ӑсма анма тата каçма çула хитре те меллӗ тӑвасшӑн. Анчах çак шухӑшсене пӗччен пурнӑçа кӗртме вӑй çитмест – çке. Ваттисем: «Пӗччен суран, типсе пырать, халӑх сурать, кӳлӗ пулать»-тенӗ. Çавӑнпа пӗтӗм ял пуçтарӑнса пулӑшсан çеç çак пурне те кирлӗ ӗçе тума пулать. Ял илемлӗ пуласси хамӑртан килет. Таса та хӑтлӑ кил – çуртра савӑнса пурӑннӑ пек хитре таса ялта пурӑнма та аван пулӗ.

    Вӑрçа хутшӑннӑ, фронтра пуçӗсене хунӑ  ял çыннисене асӑнса лартнӑ палӑксем тавра тирпейлеме пулӑшнӑ, тӑрӑшса ӗçленӗ Çӗнӗ Ишпуç ялӗнче пурӑнакан Галина Федоровӑна, Геннадий Федорова, Тамара Волковӑна, Геннадий Филимонова, Геннадий Васильева, Зинаида Матвеевӑна, Юлия Сергеевӑна, Валентина Скворцовӑна, Чутейри Г.Куклова, С.Шернене, Е.Шамбулинана, В.В.Куприянована, С.Шамбулинана, Н.Матвеевана, Н.Тимофеевана пысак тав.

      Пирӗн телейлӗ пурнӑçшӑн хӑйсен пурнӑçне шеллемен, вӑрçӑ хирӗнче юн тӑкнӑ атте- асаттесем, мӑн асаттесен ячӗсем яланах пирӗн асра юлӗç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429298, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Чутеево, ул. Лесная, д. 35
Телефон: 8(83548) 2-05-49
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика