Бахтигильдинское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Туслăх кĕперĕ" тата ытларах çывăхлатĕ

20 октября 2020 г.

Кỹршĕпе кỹршĕ çеç мар, юнашар ялта пурăнакансем те пĕр-пĕринпе килĕштерсе, туслă пурăннинчен лайăххи нимĕн те çук. Çапла пулсан ĕç те кал-кал пырать, кăмăл та ырă. Паллах, ун пек чухне вĕсене тачă çыхăнура пулма, пĕр-пĕрин патне кайса-килсе çỹреме лайăх та тикĕс çул кирлĕ. Вăл та кăмăла хăпартать.

Шăпах çакна шута илсе Сителпе (Первомайски ял тăрăхне кĕрет) Пăлапуç Нурăсра (Ишлĕ ял тăрăхĕ) пурăнакансем икĕ яла пĕрлештерекен çула тирпейлеме шут тытнă. Пархатарлă ĕç кунпа çеç вĕçленмен. Районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов хастар пуçарнипе, Пăлапуç Нурăс ялĕн депутачĕсем Николай Кутузовпа, Валерий Андреев тăрăшнипе Ямантай уйĕ çумĕпе юхса иртекен çырма урлă хывнă кĕпере те юсаса çĕнетнĕ. Пĕрлехи вăйпа пысăк ĕç тунă, çĕрĕшнĕ пĕренисене тата карлăкĕсене улăштарса тирпейленĕ. Икĕ ял çыннисем пĕр чĕлхе тупса çак ĕçе кăмăлтан пурнăçланă.

- Паян икĕ яла пĕрлештерекен кĕпер пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унчченсенче çак кĕпере колхозсем хăйсен вăйĕпе тытса, юсаса, тирпейлесе тăнă-ха. Халĕ вара вăл вăхăт иртсе кайрĕ. Кĕпер те самай кивелчĕ. Унтан техникăпа каçса çỹреме те хăрушăрахчĕ. Çакна шута илсе ăна юсама тĕллев тытрăмăр та. Пĕрлехи вăйпа пурнăçланă ĕç паян пуриншĕн те кăмăллă. Ырă пуçарăва хапăл туса кар тăнă икĕ ял çыннисене тав сăмахĕ каламалли çеç юлать,- хавхаланса каласа парать районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Юрий Степанов.

 Нимене хутшăннисене Владимир Хомуткин техĕмлĕ шỹрпепе сăйлани вара пурне те çĕнĕ вăй кĕртнĕ.

И. ЛЯКОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429365 Чувашская Республика Батыревский район д.Бахтигильдино,ул.Школьная,д.40
Телефон: 8(83532) 6-50-32
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика