Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пỹртлĕсем вăхăтпа тан утма тăрăшаççĕ

20 октября 2020 г.

 Первомайски ял тăрăхне кĕрекен Пỹртле темиçе çул каялла çуран е тракторпа çеç çитме пулнă. Çулĕ япăх пулнăран кунта автомашинăпа та ытлашши çỹреймен. Паян вара вĕсем инфратытăма аталантарас тĕлĕшпе хăш-пĕр ялтан уйрăлса та тăраççĕ темелле.

Ял çынни кĕр мăнтăрĕпе çулсеренех туллин усă курма тăрăшать. Пỹртлĕсем те çавах. Яла пырса кĕрсенех кунта ĕç шавĕ тăни çĕр ĕçченĕ пушансах пĕтменнине кăтартса пачĕ: пĕрисем анкартине сухалаççĕ, теприсем лашапа вăрмантан ỹкнĕ йывăçсене сыпăласа килеççĕ, виççĕмĕшĕсем вара "хурçă ут" çăмăллăхĕпе усă курса ытти ĕç тăваççĕ тата ытти те. Нумай пулмасть çеç вырăнти бюджет укçи-тенкипе сарнă Шкул урамĕнчи çулпа пĕчĕк техникăпа кĕрлеттерсе килекен арçын ют çынна хăйсен урамĕнче курнăран пулĕ ман умма тăпах чарăнчĕ. Çакскер Василий Платонов пулчĕ . Василий Ивановичăн ури ыратнăран чылай чухне çапла картишĕнчи мотоблокне хускатса тухать иккен. Унчченсенче вĕсен кассипе иртсе çỹреме те çăмăлах пулман. Çавăнпа та ял çынни хăйĕн хăпартланăвне пытараймарĕ. "Чăнах та, Пỹртлĕсем те çутта тухрăмăр. Тавах ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе депутатсене, старостăсене, район влаçне пирĕн ыйтăва тивĕçтернĕшĕн", - кăмăлтан хутшăнса калаçрĕ Ваçили тете.

Ял çынни пĕрлехи вăйпа мĕн ĕлĕкех пысăк ĕç тума пултарнă. Нимелле вăрман каснă, ăна илсе тухнă, пỹрт хăпартнă, утă çулнă... Çак ырă йăла хăйĕн пĕлтерĕшне хавшатрĕ тетпĕр пулин те пысăк чунлă, ăшпиллĕ, ял халăхĕшĕн тăрăшакан хастарсем паян та сахал мар. Вĕсенчен пĕри кăçалхипе виççĕмĕш хут Пỹртлĕрен Первомайски ял тăрăхĕн депутатне суйланнă Анатолий Лапшин.

- Тăван ял шăпипе пуласлăхĕ, унăн малашлăхĕ канăçсăрлантарнăранах виççĕмĕш хут "халăх тарçи" пулма килĕшрĕм. Пытарма кирлĕ мар, паянхи кун ял çĕнелсе, улшăнса пырать пулин те, çамрăксем ялта нумай мар. Пушă çуртсем çулсеренех хушăнса пыни те пăшăрхантарать. Пирĕн ялти 111 хуçалăхран 83-шĕнче çеç каçсерен çутă çунать. Çавăнпа та хальхи вăхăтра пирĕн тĕп тĕллев - ял хавалне хавшама памалла мар. Пĕрле, туслăн, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнмалла. Мĕн пуррине пĕрле упрамалла,- пуçларĕ хăйĕн калаçăвне депутат.

Анатолий Максимовичпа пан улми садĕнче тĕл пултăмăр . Эпир пынă чухне вĕсем шăпах ял çыннисемпе тăкăннă çимĕçсене пуçтаратчĕç. Сăмах май каласан, темиçе çул каялла çак хастар юхăннă сада пăхса тăрассине хăй яваплăхне илнĕ. Вăхăтĕнче колхоз сачĕ шутланнă территорийĕн лаптăкĕ пĕчĕк мар: 12 гектар. Улмуççисенчен чыла- йăшĕ кивелнĕ, ватăлнă, хăрнă. Хуçа йывăçсене çĕнĕ вăй кĕртес тĕлĕшпе пĕрисене сипленĕ, теприсене çĕнетнĕ. Паллах, çак ĕçе пĕччен пурнăçлаймăн. Юлашки çулсенче ял çыннисемпе пĕрле самай сăн кĕртнĕ сад пахчине. Кăçалхи çуркунне йывăçсем шап-шурă çеçкепе, кĕркунне вара тулли çимĕçпе савăнтарнă. Хальхи вăхăтра вĕсем пан улмисене Комсомольскине сĕткен кăларнă çĕре ăсатаççĕ. Ỹксе ваннисене, лапчăннисене ял çыннисем выльăх валли пуçтарса каяççĕ. Ỹркенмесен килсе пуçтарччăр. Сая ан кайтăр çеç. Пирĕн ял çыннисем ытларах выльăх-чĕрлĕх усраса пурнăçа сыпăнтарса пыраççĕ. Хамăрăн та сăвăнакан ĕнесем те пур, сурăхсемпе пăрăвĕсем те çителĕклех, тăватă сысна ами... Мăшăрăм хуçалăхра нумай ĕç тума пулăшать", - паллаштарчĕ вăл.

Чылай чухне ĕçре хастар та пултаруллă çын общество пурнăçĕнче те кăтартуллă. А. Лапшин ял тăрăхĕнче, тăван ялта иртекен культура, спорт мероприятийĕсенчен айккинче юлмасть. Аслисемпе те, çамрăксемпе те пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарнăранах ăна ялти клубра культорганизатор пулма шаннă. Паян "культура вучахĕ" сỹнменни, халăхăн йăли-йĕркине, культурине упрани, историе манманни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вăл хальхи вăхăтра общество тивĕçĕпе тĕп ĕçе саплаштарма тăрăшать те. Çакă вара унăн çăмăллăнах пулса пырать. Пỹртлĕсем депутатăн ĕçĕпе кăмăллă.

Шухăш

Валерий УНТИН, ялта пурăнакан:

- Юлашки çулсенче ялсем çĕнелсе, ырă енне улшăнса пыни савăнтарать. Пỹртлĕре çуртсем капăрланни, урамсем тикĕсленни, ача-пăча лапамĕ уçăлни, вăрçă паттăрĕсене чыс туса лартнă палăка юсаса çĕнетни тата ытти те кăмăллă. Ĕмĕр тăршшĕпе кунта тĕпленнĕ çынсемшĕн ырă пулăмсем пысăк хавхалану темелле. Вырăнти депутатсемпе старостăсем халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлеме пултарни те çак ĕçсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ тесшĕн. Нумай пулмасть çеç, акă, ялта тепĕр суту-илỹ магазинĕ те уçăлчĕ. Мероприяти пирĕншĕн чăн-чăн ял уявĕ евĕр пулчĕ темелле. Ял-йыш савăнăçне пĕрле пайлама Шупашкартан артистсем те килчĕç, хăйсен юррипе вăй хушса хăварчĕç. Паян эпир хамăр ялтах куллен кирлĕ мĕн пур тавара туянма пултаратпăр. Çакă пуриншĕн те питĕ меллĕ.

Пỹртлĕсем ĕçченлĕхпе, пултарулăхпа çеç палăрса тăмаççĕ. Пирĕн ялтан мĕн ĕлĕкех паллă спортсменсем тухнă: Е. Албутова, В. Алексеев, Н. Степанова, Ю. Карпов, В. Полетаев, Н. Выросов тата ыттисем те. Эпир хамăр та - килте ултă ача та - спортăн тĕрлĕ енĕпе районта палăрнă: çуран, йĕлтĕрпе чупассипе, шашкăлла выляссипе, штанга йăтассипе. Паянхи çамрăксем ырă йăлана тăсни те савăнтарать. Акă, нумай пулмасть çеç тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ А. Деверинская ячĕпе иртнĕ ăмăртура та пирĕн ялсем кăмăлтан Первомайски ял тăрăхĕн чысне ăнăçлă хỹтĕлерĕç, малти вырăнсене йышăнчĕç. Çакă та ял мăнаçлăхĕ.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика