ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ В КОЗЛОВСКОМ РАЙОНЕОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Професси çинчен шухăшласа

16 октября 2020 г.

Вăхăт питĕ хăвăрт иртет, пурнăç улшăнса пырать, çавна май хальхи вăхăтри профессисен тĕнчи те урăхла. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенче  пурте космонавт пулма ĕмĕтленнĕ, 90-мĕш çулсенче – юристсемпе экономистсем пуласшăн çуннă. Халĕ вара – инфромаци технологийĕн сферинчи специалистсем, топ-менеджерсем тата ытти специалистсем те  «модăра».

Пуласлăх çинчен шкулта вĕреннĕ чухнех шухăшламалла.  Çавна май А. Г. Журавлев ячĕллĕ Тĕмшер ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн 7-мĕш класĕнче «Манăн пулас професси» класс сехечĕ иртрĕ.  Вĕренекенсем «Хальхи вăхăтри профессисен тĕнчи» презентацие пăхса сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрне ашшĕ-амăшĕн профессийĕсем çинчен каласа пачĕç. Пурне те уйрăмах «Ĕмĕрлĕх клĕшекен професси суйласа илме пулать-и?» ыйту хумхантарчĕ.  Кашни хăйен шухăшне пĕлтерчĕ – вĕсем вара кашнин тĕрлĕрен пулчĕç.

В. Афанасьева,

класс ертÿçи.

Первоисточник: Районная газета "Знамя"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика