Первомайское сельское поселение Батыревского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Новая страница 1

Новая страница 1Портал районаАдминистрация Батыревского районаbanner
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Нимене мансан чăвашлăх петет»

15 сентября 2020 г.

 «Тăван ялăм, савнă кил, çитрĕм эпĕ, кĕтсе ил! Сител ялĕ Патăрьел районĕнче, Пăла шывĕ хĕрринче, асамлă вăрман варринче вырнаçнă. Пирĕн йăхташсем 1651 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи [хальхи Канаш районĕ] Сител ялĕнчен куçса килнĕ», — çакăн пек ăш пиллĕ йĕркесем вырнаçтарнă стелăпа кĕтсе илеççĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи Сителсем килен-каяна. Ăна пĕлтĕрхи çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Çуллахи Микулара, Юрий Степановăн пуçарăвĕпе лартнă.
«Ăçта çитсен те манăçа ан тухтăр вăй парса ÿстернĕ тăван ял!» — аса илтерет çав вăхăтрах стела ялтан каякансене. «Пирĕн йăхташсем хăй вăхăтĕнче Канаш районĕнчи Сител ялĕнчен куçса килнĕ. Çак стелăна уçнă чухне вĕсене хăнана чĕнтĕмĕр. Хальччен кун пек тĕлпулу йĕркелемен, эпир пĕр-пĕрне палламан. Ял çумĕнчи уçланкăра кĕтсе илтĕмĕр вĕсене. Хаклă хăнасем сăра тусах килнĕ. Питĕ хĕпĕртенĕ вĕсем. Пире те хăйсем патне чĕнме шантарчĕç. Стелăна халăхпа пĕр пулса лар-трăмăр. Укçи-тенкине малтан хам хыврăм. Хулара пурăнакансем те айккинче юлмарĕç, кам мĕн чухлĕ пултарать — нухрат ярса пачĕç. Стела каçхине çутатать. Шухăшĕ вара акă мĕнле çуралчĕ. Маларах Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан Федор Мамуткин çĕрле яла таврăннăччĕ. Эпĕ ăна Канаша пуйăса леçрĕм. «Тăван ялăм сĕм тĕттĕмлĕхре кĕтсе илчĕ. Чунăм шутсăр хурланчĕ. Яла пырса кĕнĕ çĕрте ялăн ятне çыртар, эпĕ те пулăшăп сана. Атту яла кĕретĕн, тухатăн — темĕнле ял, паллă мар», – сĕнчĕ вăл ун чухне. «Ку ĕçе мĕнле тумалла-ши?» — тесе нумай шухăшласа çÿрерĕм. Пĕррехинче Улатăр районĕнчи Кивĕ Эйпеç урлă кайма тÿр килчĕ. Вĕсем яла кĕнĕ çĕрте плакат çакнă. «Плакат таврашĕ кивелнĕ-ха, çĕнĕрех япала тумалла», — палăртрăм ăшăмра. Шăп çав вăхăталла Елчĕк районĕнчи Шăмалаксем ялĕ çывăхĕнче стела лартрĕç. Нумай шухăшласа тăмарăм — ялти пуçаруллă çынсене машинăна лартрăм та курма кайрăмăр. Шăмалаксен шедеврĕ пурне те килĕшрĕ. Материалсене туянсан Алексей Анисимов ĕçе пикенчĕ. Виçĕ тоннăна яхăн чул вырнаçтартăмăр, стела çумне сак лартрăмăр. Пирĕн ял вырăсла — Сидели-çке. Ларса канмалли кирлех. «Ĕлĕк вăрман варрине çуран утса килнĕ. Ывăннă та ларса каннă. Çавăнтан — «Сидели». Унтан — «Пошли». Пăлапуç Пашьел пуçланнă», — вĕрентетчĕç пире шкулта. Стелăн тепĕр енчи сă-махĕсене Патăрьел районĕн хаçачĕн редакторĕ, пирĕн ял çынни Александр Козлов хатĕрлерĕ. Халĕ çумăрлă çанталăк-и, тăман вĕçтерет-и – яла пырса кĕнĕ çĕрте çутă. Питĕ кăмăллă. Хулара пурăнакансем çакна уйрăмах туяççĕ, тав тăваççĕ», — ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ Юрий Николаевич.
Сăмах май, ку вырăна Сителсем пачăшкăна чĕнсех сăвапланă. Ара, чул çине 12 апостолăн вĕрентĕвне çырнă-çке. Ял çыннисем салтак ачисене те çак вырăнтан ăсатаççĕ. Çемье çавăракансем кунта пил илеççĕ… Маларах кайса çакна та калам: ялти пуçаруллă çамрăксем кунта кăвак чăрăш лартасшăн. Çĕнĕ çул уявĕнче ăна капăрлатма, çутатма, килен-каян кăмăлне уçма тĕв тăваççĕ.
«Шăрчăкасси урамне кĕрсе тухма çукчĕ. Çынсем 100 çул асапланса пурăннă… Эпир хăнăхнă влаçа вăрçма. Анчах вăрçнипе нимĕн те улăштараймăн. Пĕр шухăшлă пулса укçа пуçтартăмăр та нимелле вĕтĕ чул сартăмăр. Ахальтен мар таврара: «Сителсем маттур», — теççĕ. Манăн шухăшпа, нимене мансан чăвашлăх пĕтет. Эпир хальлĕхе ырă çак йăлана тытса пыратпăр. Килте пысăк хуран пур. Ниме йĕркелеме палăртсан ăна яланах машинăна хуратăп, какай, çĕр улми илетĕп. Ĕç тума палăртнă вырăна çитсенех хуран çакатăп. Çакна кура хĕрарăмсен кăмăлĕ уçăлать. Кам çăкăр, кам пÿремеч-кукăль йăтса пырать. Пĕрле вăй хуратпăр, пĕрлех çиетпĕр. Чăвашлăх — пĕрле ĕçленинче, туслăхра», — чунне уçрĕ Юрий Николаевич.
Унăн пуçарăвĕпех тăватă çул каялла Сителсем масар пÿртне лартнă. Хулара ĕçлесе пурăнакан Вячеслав Камышев кирпĕч, блок парса пулăшнă. Сăваплă ĕçрен никам та айккинче юлман. Масар хапхине те улăштарнă. Кашни çуркунне вĕсем кунта субботник йĕркелеççĕ. Хăрса ÿкнĕ йывăçсене трактор çине тиесе илсе тухаççĕ. Çапла çулсеренех темиçешер урапа кăлараççĕ. Ку ĕçе 70 çын таран хутшăнать. Юрий Николаевич пирки калас пулсан, тăватă çул каялла вăл пусă чавнă чухне аслашшĕн медальне тупнă. Унăн паттăрла ĕçĕсем çинчен тĕпчесе пĕлнĕ. Кивĕ масарта аслашшĕн вил тăпри çине тирпейлĕ палăк лартнă, вăл пурăннă çурт çине асăну хăми вырнаçтарнă. «Асаттен вил тăприне хăй вăхăтĕнче атте кăтартнăччĕ. Хĕресĕ çĕрсе пĕтнĕччĕ… Асаттен паттăрлăхĕ пирки эпир пĕлмен. Вăл вара чылай орден-медале тивĕçнĕ. Аттен Чĕмпĕр облаçĕнче пурăнакан аппăшĕсем асаттен вил тăпри çине палăк лартнăшăн, асăну хăми çакнăшăн хĕпĕртерĕç. Ялпа масар хушшинче те йывăçсем ÿссе кайнăччĕ. Çакă ял кĕтĕвĕ пĕчĕкленнипе те çыхăннă. Малтан пирĕн виçĕ кĕтÿ пулнă. Халĕ иккĕ кăна. Виçĕм çул чылай йывăçа касма тиврĕ. Хурçă утпах турттартăмăр. Вăрман ял патнех пынăччĕ. Хăй вăхăтĕнче Пăла урлă каçма кĕпер пурччĕ. Ăна пăхсах тăнă. Сител ачисем ун урлă Пăлапуç Пашьел шкулне утнă. «Ачасене автобус илсе çÿрет», — тесе каярахпа ăна никам та хăйĕн çине илмен. Анчах ачасем те тĕрлĕрен, хăшĕсен кая юласси те пулать — кĕпер каçса çÿреме пĕрех кирлĕ. «Материалне паратăп, халăхпа çак кĕпере тума çук-ши? Апат çитеретпĕр», — сĕнчĕ пуш уйăхĕнче Пăлапуç Пашьел шкулĕн директорĕ Сергей Матюшкин. «Ачасен апатне çиместпĕр, уншăн вĕсем укçа тÿлеççĕ. Çуна çине хуран, сăмавар, какай хутăм, мăшăрăма çĕр улми шураттартăм. Çакна директор курсан тĕлĕнсех кайрĕ. Кăнтăрла иртнĕ виçĕ сехет тĕлне ялти арçынсемпе 25 метр тăршшĕ кĕпере туса та хутăмăр», — калаçăва сыпăнтарчĕ Юрий Николаевич.
Юрий Степанов Пăлапуç Пашьел шкулĕ хыççăн Шупашкарти механикăпа технологи техникумĕнче пĕлÿ илнĕ. Çав вăхăтрах çăмăл атлетикăпа интересленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче лавк-касенче çăкăр та сахал сутнă, çавăнпа ăна чылайăшĕ килте пĕçернĕ. Пăлапуç Пашьелте юл-ташĕсем арман ĕçлеттерсе яма палăртнă. Юрăна та чĕннĕ. Хайхисем ăна Пенза облаçне арманçа вĕренме янă. 1998 çулта 20-ри йĕкĕт диплом илсе таврăннă та армана ял халăхĕпе пĕрле ĕçлеттерсе янă. «Çынсем сĕре нумайччĕ, çĕрĕпе черет кĕтсе ларатчĕç. Виçĕ сменăпа ĕçлеттĕмĕр. Хальхи пекех астăватăп: виççĕмĕш сменăна нарăс уйăхĕнче çур çĕрте тухса утаттăм. Масар çумĕпе иртеттĕм, вăрман урлă каяттăм. Çулсăр-мĕнсĕр тăватă çухрăм утмаллаччĕ. «Юркка, кирлĕ-и сана ку? Мĕскер аташса çÿретĕн çакăнта?» — теттĕм. «Кирлĕ, çавăнпа утатăн», — çийĕнчех лăплантараттăм хама. Унта Çурçĕрте ĕçлесе пурăнакан тете пулăшнипе ялта пĕчĕк лавкка уçма май килчĕ. Яла юлнăшăн ÿкĕнместĕп. Мăшăрăм хуларан качча килчĕ. Пирĕн ялта çамрăксем ытти тăрăхринчен нумайрах пек туйăнать. Чи кирли — вĕсем пĕр- пĕринпе питĕ туслă. «Мана ĕçлеме ма чĕнместĕн? Мана мĕншĕн тиркетĕн?» — теççĕ шăнкăравласа. Халăх пĕрле пуласшăн, пĕрле ĕçлесшĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине халалласа икĕ лавкка хушшинче парк тума пуçларăмăр. Хăрнă йăмрасене касрăмăр, пĕвине тасатрăмăр, йĕри-тавра тимĕртен карта тытрăмăр. Ялсене пама палăртнă 100 пин тенкĕпе ача-пăча площадки хăтланă, ярăнчăксем çакнă, саксем лартнă. Çавăн пекех паркра туйăсем ÿстересшĕн. Çÿлти касра кÿлĕ чаврăмăр, 500 метр çул сартăмăр. Хамăр пурăнакан вырăн илемлентĕр, аталантăр тесе тăрăшатпăр. Ял пуласлăхĕ питĕ шухăшлаттарать мана. Финляндире ялсем пĕтме пуçласан правительство çар завочĕсен цехĕсене ялсенче уçнă, арçынсем валли ĕç вырăнĕсем тунă. Вĕсен мăшăрĕсем шкулсенче, садиксенче ĕçлеме пуçланă. Çапла майпа ялсене çĕкленĕ... Юрать, пирĕн ăру ĕçлесе ÿснĕ. Хамăрăн ачасемех ун пек мар. Вĕсем яла юлмасан та пултараççĕ. Эпир яла тыткаласа тăрăпăр-ха… Çамрăксене ĕç вырăнĕ туса памалла, шалăва пысăклатмалла. Ялăн малашлăхĕ пулатех вара», — шухăшне палăртрĕ Юрий Николаевич.

Источник: "Хыпар"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429364 Чувашская Республика Батыревский район с.Первомайское, ул.Ворошилова, д.14
Телефон: 8(83532) 65-2-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика